Пултарни 14

14

(1) Сеннаар патши Амрафел, Елласар патши Ариох, Елам патши Кедорлаомер тата Гоим патши Фидал пурăннă кунсенче
(2) çавсем Содом патшине Берана хирĕç, Гоморрă патшине Биршана хирĕç, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор теекен Бела патшине хирĕç вăрçăпа тухнă.
(3) Вĕсем пурте хальхи Тăварлă тинĕс вырăнĕнче, Сиддим ятлă айлăмра, пĕр çĕре пуçтарăннă.
(4) Кедорлаомер вĕсене вуникĕ çул пăхăнтарса тăнă пулнă, вунвиççĕмĕш çулхине вара вĕсем пăлхав хускатнă.
(5) Вунтăваттăмĕш çулхине Кедорлаомер тата унпа пĕр канашлă патшасем çитнĕ те АштерофКарнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, ШавеКириафаимри эмимсене,
(6) хăйсенĕн Сеир теекен ту хушăкĕсенче пурăнакан хоррейсене пушхир çывăхĕнчи ЕлФаран патне çитичченех çĕмĕрсе тухнă.
(7) Унтан таврăнсассăн, вĕсем Мишпат çăлĕ патне — урăхла каласассăн, Кадес патне — пынă та амаликсен пĕтĕм çĕрне çĕмĕрсе тухнă, çавăн пекех Хацацон-Фамарьте пурăнакан аморрейсене те çĕмĕрсе тухнă.
(8) Содом патши, Гоморрă патши, Адма патши, Севоим патши тата Сигор теекен Бела патши вĕсене хирĕç тухнă; вĕсемпе Сиддим айлăмĕнче çапăçа пуçланă,
(9) Елам патшине Кедорлаомера хирĕç, Гоим патшине Фидала хирĕç, Сеннаар патшине Амрафела хирĕç, Елласар патшине Ариоха хирĕç çапăçнă,— тăватă патша пилĕк патшапа çапăçнă.
(10) Сиддим айлăмĕнче тикĕт шăтăкĕ нумай пулнă. Тара пуçланă Содом патшипе Гоморрă патши çав шăтăксене кĕрсе ÿкнĕ, ыттисем тусем çине тарнă.
(11) Çĕнтерекенсем Содомпа Гоморрăн мĕнпур пурлăхне тата сых ятне хатĕрленине те пĕтĕмпех илсе кайнă.
(12) Аврам тăванĕн ывăлне, Содомра пурăнакан Лота, унăн пĕтĕм пурлăхĕмĕнĕпех илсе кайнă.
(13) Хăтăлса юлнисенчен пĕри пынă та Аврам еврее хыпар тунă; Аврам ун чухне Мамре юманлăхĕнче пурăннă. Мамре вăл аморрей çынни, Эшколпа Анер тăванĕ, пулнă, кусем Аврампа пĕр канашлă тăнă.
(14) Аврам, хăйĕн йăхташĕ [Лот] тыткăна çакланнине илтсессĕн, хăй çуртĕнче çуралнă виççĕр вунсакăр чурине вăрçă кăралĕ тыттарнă та тăшмансем хыççăн Дан патне çитиччен хăваласа кайнă;
(15) вара ушкăнăнушкăнăн уйăрăлса, вăл хăйĕн чурисемпе пĕрле вĕсене çĕрле тапăннă та пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкнă; вĕсене Дамаскăн сулахай енчи Хова теекен вырăна çитичченех хăваласа кайнă;
(16) вĕсен пĕтĕм тупăшне туртса илнĕ, хăйĕн йăхташне Лота та, унăн мĕнпур пурлăхне те, çавăн пекех тата хĕрарăмĕсене те, халăхне те каялла тавăрнă.
(17) Вăл Кедорлаомера тата унпа пĕрле пулнă патшасене çĕмĕрсе тăкса каялла таврăннă чухне Содом патши ăна хирĕç Шаве айлăмне тухса тăнă, çав вырăна халĕ Патша айлăмĕ теççĕ;
(18) Салим патши Мелхиседек те çăкăрпа эрех илсе тухнă, — вăл Çÿлти Туррăн священникĕ пулнă,—
(19) Мелхиседек ăна пиллесе каланă: Çÿлти Турă, тÿпепе çĕр Патши, Аврама пиллĕхлĕ турĕ;
(20) тăшманусене хăвăн аллуна ÿкернĕ Çÿлти Турă мухтавлă, тенĕ. [Аврам] ăна хăйĕн пĕтĕм тупăшĕнчен вуннăмĕш пайне панă.
(21) Содом патши Аврама каланă: çыннисене мана пар, туприне хăвăн валли ил, тенĕ.
(22) Анчах Аврам Содом патшине каланă: аллăма Çÿлти Çÿлхуçа Турă енне, тÿпепе çĕр Патши енне, çĕклетĕп,
(23) санăн: эпĕ Аврама пуйтартăм темелле ан пултăр — санăн мĕнпур тупрунтан çипне те, ура сыррин чĕнне те илмĕп;

(24) хамăн чурасем çинисĕр пуçне, манпа пĕрле килнĕ çынсене тивĕçлĕ пайсемсĕр пуçне санăнне нимĕн те илмĕп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хăйсен пайне илччĕр, тенĕ.