Пултарни 15

15

(1) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн, [çĕрле] Аврама Çÿлхуçа Турă курăннă чухне, ăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă, ăна каланă: Аврам, ан хăра; Эпĕ — санăн хÿттÿ; санăн тивлетÿ питех те пысăк [пулĕ], тенĕ.
(2) Аврам каланă: эй Çÿлхуçа Туррăм! Эсĕ мана мĕн парăн? акă эпĕ ачапăчасăр юлатăп; манăн çуртăма çак Елиезер, Дамаск çынни, пăхса тăрать, тенĕ.
(3) Аврам тата каланă: акă Эсĕ мана тăхăмлă тумарăн, акă ĕнтĕ манăн еткерçĕм хам çуртăмра çуралса ÿснĕ чура ывăлĕ, тенĕ.
(4) Ăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă, ăна татах каланă: вăл санăн еткерçÿ пулмĕ; кам санран çуралĕ, санăн еткерçÿ çавă пулĕ, тенĕ.
(5) Унтан ăна тула илсе тухнă та каланă [ăна]: тÿпене пăхха, çăлтăрсене шутласа кăларма пултараятăн пулсассăн — шутласа кăлар, тенĕ. Ана тата каланă: санăн çавăн чухлĕ тăхăм пулĕ, тенĕ.
(6) Аврам Çÿлхуçана ĕненнĕ, çакна Вăл унăн сăваплăхĕ вырăнне хунă.
(7) Вара ăна каланă: Эпĕ Çÿлхуçа, çак çĕре санăн аллуна еткерлĕхе памашкăн сана Халдея çĕрĕнчи Ур хулинчен илсе тухрăм, тенĕ.
(8) Аврам каланă: эй Çÿлхуçа Туррăм! çак çĕре хам тытса тăрассине ăçтан пĕлес манăн? тенĕ.
(9) Çÿлхуçа ăна каланă: Ман валли виçĕ çулхи тына пăру, виçĕ çулхи качака, виçĕ çулхи така, улатăпа тата çамрăк кăвакарчăн ил, тенĕ.
(10) Аврам вĕсене пурне те илнĕ те, çурмаран касса, пĕр пайне тепĕр пайне хирĕç хунă; вĕçен кайăкĕсене çеç касман.
(11) Çав мĕн пусни çине темĕн чухлĕ çăткăн кайăк вĕçсе аннă, анчах Аврам вĕсене хăвалахăвала янă.
(12) Хĕвел аннă вăхăтра Аврама тарăн ыйхă пуснă: ăна хăрушă сĕмлĕх хупăрласа илнĕ.
(13) Çÿлхуçа Аврама каланă: пĕлсе тăр: санăн тăхăмусем ют çĕр çине пырса пурăнакансем пулĕç, вĕсене чура тăвĕç, вĕсене тăватçĕр çул хĕсĕрлесе пурăнĕç,
(14) анчах Эпĕ вĕсене чура туса пурăннă халăха сут тăвăп; çавăн хыççăн вĕсем [кунта] пысăк пурлăхпа тухса килĕç;
(15) эсĕ вара хăвăн аçусем патне канăçлăн ăсанăн, сана ыррăн ватăлса çитсессĕн пытарĕç;
(16) кунта вĕсенĕн тăваттăмĕш сыпăкĕ çаврăнса килĕ, мĕншĕн тесессĕн аморрейсен йĕркесĕр ĕçĕсен виçи тулса çитейменха, тенĕ.
(17) Хĕвел анса тĕттĕм пулса çитсессĕн, акă кăмакаран тухакан тĕтĕм пек тĕтĕм тата вут çулăмĕ касса çурнă выльăхсем хушшинчен иртсе кайнă.
(18) Çÿлхуçа çав кун, çапла каласа, Аврампа халал хывнă: çак çĕре Египет юханшывĕнчен пуçласа аслă юханшыв, Евфрат юханшывĕ, патне çитиччен Эпĕ санăн тăхăмна паратăп:
(19) ку вăл кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен,
(20) хетсен, ферезейсен, рефаимсен,

(21) аморрейсен, Ханаансен, [евейсен], гергесейсен тата иевусейсен çĕрĕ, тенĕ.