Пултарни 16

16

(1) Анчах Сара — Аврам арăмĕ — ăна ача çуратса паман. Сарăн Агарь ятлă тарçă, Египет хĕрĕ, пулнă.
(2) Сара Аврама каланă: акă Çÿлхуçамăр манăн варăма ача çуратмалла мар питĕрсе лартнă; эсĕ манăн тарçăм патне кĕр: тен, манăн ун урлă ача пулĕ, тенĕ. Аврам Сара сăмахне итленĕ.
(3) Аврам Ханаан çĕрĕнче пурăна пуçлани вунă çул иртсессĕн, Аврам арăмĕ Сара хăйĕн тарçине, Египет хĕрне Агаре, упăшки валли арăмлăха панă.
(4) Аврам Агарь патне кĕнĕ те, Агарь йывăр çын пулнă. Йывăр çын пулнине кура Агарь хăйĕн хуçине, Сарăна, хисеплеми пулнă.
(5) Сара Аврама каланă: эпĕ хурлăха юлнишĕн эсĕ айăплă; эпĕ хамăн тарçăма санăн ытамна кĕртрĕм, вăл вара, хăй йывăр çын пулнине кура, мана хисеплеми пулчĕ; манпа санăн хушшăмăртине Çÿлхуçамăр татса патăр, тенĕ.
(6) Аврам Сарăна каланă: акă хăвăн тарçу хăвăн аллунта; мĕн тăвас тетĕн, çавна ту, тенĕ. Сара вара Агаре хĕсĕрлеме пуçланă, лешĕ ун патĕнчен тухса тарнă.
(7) Çÿлхуçа Ангелĕ Агаре пушхирте çăл патĕнче, Сур еннелле каякан çул çинчи çăл патĕнче, тĕл пулнă
(8) [Çÿлхуçа Ангелĕ ăна] каланă: Агарь, Сара тарçи! эсĕ ăçтан килтĕн, ăçта каятăн? тенĕ. Вăл: эпĕ Сарăран, хамăн хуçамăмран, таратăп, тенĕ.
(9) Çÿлхуçа Ангелĕ ăна каланă: хăвăн хуçу патне таврăн, ăна пăхăнса пурăн, тенĕ.
(10) Çÿлхуçа Ангелĕ ăна тата каланă: санăн йăхна йышлăлантарнăçемĕн йышлăлантарса пырăп, йышлă пулнăран ăна шутласа кăларма та пулмĕ, тенĕ.
(11) Çÿлхуçа Ангелĕ ăна татах каланă: акă эсĕ йывăр çын, эсĕ ывăл ача çуратăн, санăн асапна Çÿлхуçа илтнĕрен эсĕ ăна Измаил ятлă хурăн;
(12) вăл çынсем хушшинче хир ашакĕ пек пулĕ; унăн алли пурне те хирĕç пулĕ, пурин алли те ăна хирĕç пулĕ; вăл хăйĕн пĕтĕм тăванĕ умĕнче пурăнĕ, тенĕ.
(13) Хăйпе калаçакан Çÿлхуçана [Агарь] «Эсĕ мана куракан Турă» тесе ят панă. Мĕншĕн тесессĕн вăл: эпĕ çакăнта хама Куракана чăннипех куртăм, тенĕ.
(14) Çавăнпа та çав çăла Беэрлахайрои { Мана куракан Чĕрĕ Туррăн çăлĕ.} теççĕ. Вăл Кадеспа Баред хушшинче вырăнаçнă.
(15) Агарь Аврама ывăл çуратса панă; Агарьтен çуралнă ывăлне [Аврам] Измаил тесе ят хунă.

(16) Агарь Аврама Измаила çуратса панă чухне Аврам сакăрвун ултă çулта пулнă.