Пултарни 19

19

(1) Лот Содом хапхи патĕнче ларнă чухне хайхи икĕ Ангел каçпа Содома пырса çитнĕ. Лот курнă та вĕсене кĕтсе илме ура çине тăнă, вара вĕсене çĕре ÿксе пуççапнă та
(2) каланă: ырă çыннăмсем! хăвăр чурăр килне кĕрсемĕр, çĕр каçăр, урăрсене çăвăр, ирхине тăрăр та хăвăр каяс çула кайăр, тенĕ. Вĕсем: çук, эпир урамра çĕр каçатпăр, тенĕ.
(3) Вăл вĕсене хистесех чĕннĕ; вĕсем вара, ун патне кайса, унăн килне кĕнĕ. Вăл вĕсене хăна тунă, тутлăлла çăкăр пĕçернĕ, вĕсем çинĕ.
(4) Вĕсем çывăрма выртичченех Содом хулинче пурăнакан çынсем, çамрăккинчен пуçласа ватти таранах, пĕтĕм хула халăхĕ, çурта çавăрса илнĕ те,
(5) Лота чĕнсе кăларса, ăна çапла каланă: сан патна çĕр выртма кĕнĕ çынсем ăçта? вĕсене пирĕн пата кăларха, эпир вĕсемпе выртса паллашар, тенĕ.
(6) Лот, вĕсем патне алăк умне тухса, хăй хыççăн алăкне питĕрнĕ те
(7) каланă [вĕсене]: тăванăмсем, усал ан тăвăр;
(8) манăн акă икĕ хĕрĕм пур, вĕсем арçынпа хутшăнманха; пĕрех хут сирĕн пата çавсене кăларса парам, вĕсене хăвăр мĕн тăвас тетĕр, çавна тăвăр; анчах çак çынсене ан тĕкĕнĕр: вĕсем ман килĕмре чарăнса тăнă çынсем, тенĕ.
(9) Вĕсем [ăна]: кунтарах кил-ха, тенĕ. Унтан каланă: акă ютран килнĕ çын, пире çавă вĕрентесшĕни? халĕ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тăвăпăр, тенĕ. Вĕсем çак çынна, Лота, тапăнмаххĕстермех пуçланă, ĕнтĕ алăкне çĕмĕрсе кĕме пырса капланнă.
(10) Вара леш çыннисем аллине тăснă та Лота хăйсем патне пÿрте туртса кĕртнĕ, [пÿрт] алăкне питĕрсе лартнă;
(11) пÿрт алăкĕ умĕнче тăракан çынсене вара — кĕçĕннинчен пуçласа асли таранах — суккăр тунă, вĕсем алăк шыраса хăшкăлсах çитнĕ.
(12) Леш çынсем Лота каланă: санăн кунта тата кам пур? кĕрĕвÿи, ывăлусеми, хĕрÿсеми, — санăн хулара кирек кам пулсассăн та, вĕсене пурне те çак вырăнтан илсе тух,
(13) эпир çак вырăна пĕтеретпĕр, мĕншĕн тесессĕн кунта пурăнакансем çынсене епле йĕртниасаплантарни Çÿлхуçа патне çитрĕ, Çÿлхуçа пире ăна пĕтерме ячĕ, тенĕ.
(14) Лот тухнă та, хăйĕн хĕрĕсене çураçнă кĕрÿшĕсемпе калаçса, вĕсене каланă: тăрăр та çак вырăнтан тухса кайăр, Çÿлхуçа ку хулана пĕтерет, тенĕ. Анчах та кĕрÿшĕсене вăл шÿт туса каланă пек туйăннă.
(15) Шурăмпуç çуталса килсессĕн, Ангелсем Лота васката пуçланă: тăр, арăмупа ху патăнти икĕ хĕрне илсе тух, хуланăн йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн санăн пĕтмелле ан пултăр, тенĕ.
(16) Вăл васкаманран леш çынсем [Ангелсем], ăна Çÿлхуçа хĕрхеннипе, ăна хăйне те, арăмĕпе унăн икĕ хĕрне те аллинчен тытса илсе тухнă, ăна хула тулашне кăларса тăратнă.
(17) Вĕсене илсе тухсассăн, Ангелсенчен пĕри каланă: хăвăн чунна çăл; хыçалалла çаврăнса ан пăх, çак таврара нихăçта та чарăнса ан тăр; пĕтес мар тесессĕн — ту çинелле тарса хăтăл, тенĕ.
(18) Анчах Лот вĕсене каланă: çук, Патшамăм!
(19) акă Санăн чуру Санăн умăнта ырăлăх тупрĕ, Эсĕ мана питех те хĕрхеннипе манăн пурăнăçăма çăлса хăвартăн; анчах та эпĕ ту çине тарса ĕлкĕреймĕп: мана инкек хăваласа çитĕ, эпĕ çăлăнаймăп;
(20) акă çак хулана тарма çывăхарах, вăл пысăках та мар; эпĕ çавăнта тарам; манăн чунăм [Сан урлă] сыхă юлĕ, тенĕ.
(21) Вара ăна каланă: акă Эпĕ саншăн çакна та тăвăп: эсĕ калакан хулана пĕтерсе пăрахмăп;
(22) васка, çавăнта тарса хăтăл, эсĕ унта пырса çитмесĕр Эпĕ ĕçе тытăнаймастăп, тенĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çак хулана Сигор тесе ят панă.
(23) Хĕвел тухнă, Лот Сигора пырса çитнĕ.
(24) Содомпа Гоморрă çине Çÿлхуçа тÿперен çумăр пек çăвакан кÿкĕртпе Çÿлхуçаран тухнă вутçулăм тăкнă,
(25) çак хуласене, çакăнти пĕтĕм тавралăха, çав хуласенче пурăнакан мĕнпур халăха, çĕр çинче мĕн ÿснине [пĕтĕмпех] тĕп тунă.
(26) Лот арăмĕ, ун хыçĕнче пыраканскер, каялла çаврăнса пăхнă та тăвар юпа пулса тăнă.
(27) Авраам ирхине ирех тăнă та хăй Çÿлхуçа умĕнче тăнă вырăна кайнă,
(28) вăл Содомпа Гоморрă енне, унти пĕтĕм тавралăх çине пăхса илнĕ те курнă — акă çĕр çийĕнчен кăмакаран тухакан тĕтĕм пек тĕтĕм хăпарать.
(29) Çав таврари [пĕтĕм] хулана пĕтернĕ чухне Турă Авраама асне илнĕ, вара Лот пурăнакан хуласене пĕтернĕ чухне ăна пĕтес çĕртен кăларса янă.
(30) Лот, Сигорта пурăнма хăраса, Сигортан кайнă та ту хăвăлĕнче пурăна пуçланă, унпа пĕрле икĕ хĕрĕ пулнă. Вăл ту хăвăлĕнче пурăннă, унпа пĕрле икĕ хĕрĕ пурăннă.
(31) Асли кĕçĕннине каланă: пирĕн атте ватă, пĕтĕм çĕр çинчи йăла тăрăх, пирĕн пата арçын кĕмелле, анчах çĕр çинче ун пек çын çук;
(32) апла аттене эрех ĕçтерсе ÿсĕртер те унпа выртса çывăрар, вара хамăр аттемĕртен йăх хăварăпăр, тенĕ.
(33) Çав каçхине вĕсем ашшĕне эрех ĕçтерсе ÿсĕртнĕ; асли [çав каçхине] кĕнĕ те хăйĕн ашшĕпе çывăрса тухнă; хĕрĕ хăçан выртса хăçан тăнине вăл пĕлмен.
(34) Тепĕр кунне асли кĕçĕннине каланă: акă эпĕ ĕнер аттепе çывăрса тухрăм; ăна кĕçĕр те эрех ĕçтерсе ÿсĕртер; эсĕ те кĕр, унпа çывăрса тух, хамăр аттемĕртен йăх хăварăпăр, тенĕ.
(35) Вĕсем çав каçхине те хăйсен ашшĕне эрех ĕçтерсе ÿсĕртнĕ; кĕçĕнни кĕнĕ те унпа çывăрса тухнă; хĕрĕ хăçан выртса хăçан тăнине вăл пĕлмен.
(36) Лотăн икĕ хĕрĕ те хăйсен ашшĕнчен йывăр çын пулнă;
(37) аслă хĕрĕ ывăл ача çуратнă, ăна [вăл хам аттемрен пулнă тесе] Моав ятлă хунă. Вăл халичченех моавсен ашшĕ шутланать.

(38) Кĕçĕн хĕрĕ те ывăл ача çуратнă, ăна [вăл хамăн йăх ывăлĕ тесе] Бен-Амми ятлă хунă. Вăл халичченех аммонсен ашшĕ шутланать.