Пултарни 2

2

(1) Тÿпепе çĕре тата вĕсен мĕнпур çарне çапла йĕркелесе туса çитернĕ.
(2) Хăй тăвакан ĕçĕсене Турă çиччĕмĕш кун тĕлне туса çитернĕ, тумалли пĕтĕм ĕçне туса çитерсе, çиччĕмĕш куна Вăл канлĕхлĕ тунă.
(3) Турă çиччĕмĕш куна пилленĕ, ăна сăваплă тунă, мĕншĕн тесессĕн Хăйĕн тумалли, пултармалли пĕтĕм ĕçне туса çитерсе, Вăл çав куна канлĕхлĕ тунă.
(4) Тÿпепе çĕр çапла пулса кайнă, вĕсене çапла пултарнă, çавăн чухне, Çÿлхуçа Турă çĕрпе тÿпене пултарсассăн,
(5) çĕр çинче нимĕнле ÿсентăран та, нимĕнле курăк та ÿсменха, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Турă çĕр çине çумăр çутарман, çĕр ĕçлесе тăма этем те пулман,
(6) анчах çĕр çинчен пăс тухса тăрса пĕтĕм çĕр питне шăварса тăнă.
(7) Çÿлхуçа Турă этеме çĕрти тăпраран тунă, унăн ăшне чĕрĕлĕх сывлăшĕ вĕрсе кĕртнĕ, этем вара чĕрĕ чунлă пулса тăнă.
(8) Хĕвелтухăç енче, Эдемра, Çÿлхуçа Турă рай пахчи лартса ÿстернĕ, Хăй пултарнă этеме çавăнта вырăнаçтарнă.
(9) Çÿлхуçа Турă çĕртен тĕрлĕ йывăç ÿстерсе кăларнă: пăхма — илемлĕ, апат валли лайăх пулнă вĕсем; рай варринче вара чĕрĕлĕх йывăçĕ тата ырăпа усала пĕлтерекен йывăç ÿстернĕ.
(10) Рая шăварса тăмашкăн Эдемран юханшыв юхса пынă; унтан вăл туратланса тăватă юханшыв пулса кайнă.
(11) Пĕри Фисон ятлă пулнă, вăл пĕтĕм Хавила çĕрĕ тавра юхса выртать, унта ылтăн пур;
(12) çав çĕрти ылтăн паха; унта бдолах тата оникс чулĕ пур.
(13) Иккĕмĕш юханшывĕн ячĕ Гихон [Геон]: вăл пĕтĕм Куш çĕрĕ тавра юхса выртать.
(14) Виççĕмĕш юханшывĕн ячĕ Хиддекель [Тигр]: вăл Ассири умĕнчен юхса иртет. Тăваттăмĕш юханшывĕ — Евфрат.
(15) Çÿлхуçа Турă [Хăй пултарнă] этеме ертсе пынă та ăна Эдем пахчине — çавăнта ĕçлесе тăма, пахчана сыхласа тăма — вырăнаçтарнă.
(16) Çÿлхуçа Турă этеме çапла вĕрентсе каланă: эсĕ пахчари пур йывăçăн çимĕçне те çийĕн,
(17) анчах ырăпа усала пĕлтерекен йывăç çимĕçне ан çи: унăн çимĕçне çинĕ кун эсĕ вилмелле пулăн, тенĕ.
(18) Çÿлхуçа Турă тата каланă: этеме пĕччен пурăнма аван мар; ăна пулăшса тăма хăй евĕрлĕскернех пултарар, тенĕ.
(19) Хирти мĕнпур чĕрчуна, тÿпери пур вĕçен кайăка Çÿлхуçа Турă çĕртен тунă, унтан, вĕсене мĕнле ят панине курас тесе, чĕрĕ чунсем хăйсене этем мĕнле ят парĕ, çавăн ятлă пулччăр тесе, [вĕсене] этем патне ертсе пынă.
(20) Этем пур выльăхчĕрлĕхе, тÿпери пур вĕçен кайăка, хирти пур тискер кайăка ят хурса тухнă; анчах этем валли ăна пулăшса тăма ун евĕрлĕскерĕ тупăнман.
(21) Çÿлхуçа Турă этем çине тарăн ыйхă янă; вăл çывăрса кайсассăн, унăн аяк пĕрчисенчен пĕрне кăларса илнĕ те çав вырăна ÿт илтернĕ.
(22) Этемрен илнĕ аяк пĕрчинчен Çÿлхуçа Турă арăм тунă та ăна этем патне ертсе пынă.
(23) Вара этем каланă: акă ку — манăн шăммăмран илнĕ шăмă, манăн ÿтĕмрен илнĕ ÿт; артан, [хăй] упăшкинчен, илнĕрен ăна арăм тейĕç, тенĕ.
(24) Çавăнпа ĕнтĕ этем хăйĕн ашшĕпе амăшне пăрахĕ те арăмĕ çумне çыпçăнĕ; вара [иккĕшĕ] пĕр ÿт пулĕç.

(25) Вĕсем иккĕшĕ те — Адам та, арăмĕ те — çарамас пулнă, пĕрпĕринчен вăтанман.