Пултарни 20

20

(1) Авраам çав тĕлтен кăнтăралла куçса кайнă та Кадеспа Сур хушшине вырăнаçнă; пĕр вăхăт Герар хулинче пурăннă.
(2) Авраам Сарра çинчен, хăйĕн арăмĕ çинчен: вăл манăн йăмăк, тенĕ. [Çав хула çыннисем хăйне ун пирки вĕлересрен вăл: «ку — манăн арăм» тесе калама хăранă.] Авимелех, Герар патши, хăйĕн çыннисене янă та Саррăна хăй патне илсе пыртарнă.
(3) Авимелехе çĕрле тĕлĕкре Турă курăннă та ăна каланă: акă эсĕ хăв валли илнĕ хĕрарăмшăн вилетĕн, мĕншĕн тесессĕн унăн упăшки пур, тенĕ.
(4) Авимелех ăна тĕкĕнмен пулнă, вăл каланă: эй Патшамăм! Эсĕ [çакна пĕлмен халăха,] айăпсăр халăха пĕтерĕни вара?
(5) «Ку манăн йăмăкăм пулать» тесе, вăл мана хăех каламарĕ-и? Арăмĕ хăй те: «ку манăн пиччем пулать» терĕ. Эпĕ çакна таса чĕремпе, айăпсăр аллăмпа турăм, тенĕ.
(6) Турă ăна тĕлĕкре каланă: çакна эсĕ таса чĕрепе тунине Эпĕ те пĕлетĕп, çавăнпа сана Хамăн умăмра çылăха кĕресрен тытса чартăм, çавăнпа сана ăна тĕкĕнме памарăм;
(7) халех арăма упăшкине пар, вăл — пророк, вăл саншăн кĕлтăвĕ те, вара эсĕ чĕрĕ юлăн; тавăрса памасассăн, пĕлсех тăр: эсĕ хăв та, пĕтĕм кил-йышу та вилмесĕр юлас çук, тенĕ.
(8) Авимелех ирхине ирех тăнă та, хăйĕн пур чурине те чĕнсе илсе, çак сăмахсене пурне те илтĕнмелле каласа панă; çав çынсем [пурте] питех те хăраса ÿкнĕ.
(9) Авимелех Авраама чĕнтерсе илнĕ те ăна каланă: эсĕ пире мĕн турăн? эсĕ мана тата манăн патшалăха пысăк çылăха кĕртеттĕн, çапла тума сан умăнта мĕнле çылăх тунă эпĕ? Эсĕ ман тĕлĕшĕмрен тума юраман ĕç турăн, тенĕ.
(10) Авимелех Авраама тата каланă: çак ĕçе эсĕ мĕн шухăшпа турăн? тенĕ.
(11) Авраам ăна каланă: çак вырăнта Турăран хăракан çын çук пулĕ, мана арăмăмшăн вĕлереççĕ пулĕ тесе шухăшларăм;
(13) вăл чăнахах та манăн йăмăк пулать: вăл — ман аттемĕн хĕрĕ, анчах ман аннемĕн хĕрĕ мар; вăл манăн арăм пулчĕ;
(13) Турă мана аттем çуртĕнчен çула илсе тухнă чухне эпĕ арăма каларăм: маншăн ырă пулса çапла тусамччĕ: эпир кирек мĕнле вырăна çитсессĕн те, эсĕ ман çинчен: ку манăн пиччем пулать, те, терĕм.
(14) Авимелех вара [пин сикль кĕмĕл тата] вак выльăхпа шултăра выльăх, ар чурасемпе хĕрарăм чурасем илнĕ те Авраама панă; Саррăна та, арăмне, ăна каялла тавăрса панă.
(15) Авимелех [Авраама] каланă: акă манăн çĕрĕм сан умăнта; ăçта кăмăл тăватăн, çавăнта пурăн, тенĕ.
(16) Саррăна та каланă: акă эпĕ санăн пиччÿне пин сикль кĕмĕл патăм; вăл санăн хÿттÿ пулĕ, сана хăвăнпа пĕрле пурăнакан пĕтĕм çын куçĕ умĕнче тÿрре кăларĕ, тенĕ.
(17) Авраам Турра кĕлтунă та, Турă Авимелехе те, унăн арăмне те, унăн хăрхăмĕсене те сыватнă, вара вĕсем ача çурата пуçланă,

(18) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Авимелех килĕнчи пур арăм варне те Саррăшăн, Авраам арăмĕшĕн, хупса лартнă пулнă.