Пултарни 21

21

(1) Хăй каланă пек, Çÿлхуçа Сарра çине хĕрхенсе пăхнă, Çÿлхуçа Саррăшăн Хăй мĕн каланине тунă.
(2) Сарра йывăр çын пулнă та Авраама унăн ватăлмалăх кунĕнче, Турă ăна каласа хунă вăхăтра, ывăл ача çуратса панă;
(3) Авраам хăйĕн çуралнă ывăлне, Сарра çуратса панă ывăлне, Исаак ятлă хунă.
(4) Хăйне Турă каласа хунă пек, Авраам саккăрмĕш кунне Исаакăн, хăйĕн ывăлĕн, ÿтне каснă.
(5) Хăйĕн ывăлĕ Исаак çуралнă чухне Авраам çĕр çулта пулнă.
(6) Сарра каланă: Турă ман тĕлĕшрен кулмалла турĕ; ман çинчен илтсессĕн кирек кам та кулса ярĕ, тенĕ.
(7) Тата каланă: Сарра ача ĕмĕртĕ тесе Авраама кам калайĕччĕ? эпĕ ăна ватлăхĕнче ывăл çуратса патăм, тенĕ.
(8) Ача пысăкланнă, ăна кăкăр пăрахтарнă; [хăйĕн ывăлне] Исаака кăкăр пăрахтарнă кун Авраам пысăк ĕçкĕçикĕ тунă.
(9) Сарра [хăй ывăлĕнчен, Исаакран] Агарь — Египет хĕрĕ — Авраама çуратса панă ача кулнине курнă та
(10) Авраама каланă: çак хăрхăмпа унăн ывăлне хăваласа яр, çак хăрхăм ывăлĕ манăн Исаак ывăлăмпа пĕрле еткер илес çук, тенĕ.
(11) Авраама çакă хăйĕн ывăлĕшĕн [Измаилшăн] питех те аван мар пек туйăннă.
(12) Анчах Турă Авраама каланă: ачупа хăрхăмушăн ан пăшăрхан; Сарра хăвна мĕн каласассăн та, унăн сăмахне пурне те итле, мĕншĕн тесессĕн санăн вăрлăху Исаак урлă ĕрчĕ;
(13) Эпĕ хăрхăм ывăлĕнчен те [аслă] халăх кăларăп: вăл та санăн ывăлу, тенĕ.
(14) Авраам ирхине ирех тăнă та çăкăрпа пĕр сăран хутаç шыв илсе Агаре панă, ăна унăн хулпуççийĕ çине хунă, вара ăна ачипе пĕрле кăларса янă. Вăл ĕнтĕ тухса кайнă та Вирсавия пушхирĕнче аташса çÿренĕ.
(15) Хутаççинчи шывĕ пĕтнĕ, вăл ачине пĕр тĕм айне пăрахса хăварнă та
(16) аякка, ухă йĕппи вĕçсе ÿкес чухлĕ, кайса ларнă. Вăл: ачам вилĕмне ан курам, тенĕ. Вăл [аяккарах, ăна] хирĕç ларнă та йĕре пуçланă, кăшкăрсах йĕнĕ;
(17) Турă ачанăн сассине [вăл выртнă вырăнтан] илтнĕ; Турă Ангелĕ Агаре тÿперен чĕнсе каланă: Агарь, мĕн пулчĕ? ан хăра; Турă ачанăн сассине вăл выртакан вырăнтан илтрĕ;
(18) тăр, ачана çĕклесе тăрат та аллинчен çавăт ăна, Эпĕ унран аслă халăх кăларăп, тенĕ.
(19) Турă унăн куçне уçнă та, Агарь вара [чĕрĕ] шывлă пусă курнă, ун патне пырса хутаççине шыв тултарса ачине ĕçтернĕ.
(20) Турă ачапа пĕрле пулнă; вăл ÿссе çитĕннĕ те пушхирте пурăна пуçланă, ухă пеме вĕренсе çитнĕ.
(21) Вăл Фаран пушхирĕнче пурăннă; амăшĕ ăна Египет çĕрĕнчен арăм илсе панă.
(22) Çав вăхăтра тата çапла пулнă: Авимелех [Ахузафпа, хăйĕн тусĕпе, тата] Фихолпа, хăйĕн çарпуçĕпе, пĕрле Авраама каланă: эсĕ кирек мĕн тунă чухне те санпала Турă, тенĕ;
(23) эсĕ мана хама та, ывăлăма та, мăнукăма та хур тумăп тесе халĕ çакăнта Турăпа тупа ту; эпĕ саншăн епле лайăх пултăм, эсĕ те маншăн тата ху хăна пулса пурăнакан çĕршĕн çапла пул, тенĕ.
(24) Авраам: тупа тăватăп, тенĕ.
(25) Авимелех чурисем Авраамран шыв пуссине туртса илнĕ пулнă, çавăншăн Авраам Авимелехе ÿпкелесе калаçнă.
(26) Авимелех [ăна] каланă: çакна кам тунине пĕлместĕп, хăв та мана каламарăн: эпĕ ун çинчен халиччен те илтменçке, тенĕ.
(27) Авраам, вак выльăхпа шултăра выльăх илсе, Авимелехе панă, вĕсем иккĕшĕ пĕр канашлă тăма сăмах татнă.
(28) Вак выльăх кĕтĕвĕнчен илнĕ çичĕ путекне Авраам уйрăм уйăрса тăратнă.
(29) Авимелех вара Авраама каланă: эсĕ [сурăх кĕтĕвĕнчен илсе] уйрăм уйăрса тăратнă çичĕ путек кунта мĕне кирлĕ? тенĕ.
(30) [Авраам] каланă: çак çичĕ путеке ман аллăмран илсем, вĕсем шыв пуссине эпĕ алтнине кÿнтелесе тăччăр, тенĕ.
(31) Çавăнпа ĕнтĕ вăл çак вырăна Вирсавия тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем иккĕшĕ те çакăнта тупа тунă,
(32) вĕсем пĕр канашлă тăмашкăн Вирсавияра сăмах татнă. Авимелех [Ахузафпа, хăйĕн тусĕпе, тата] хăйĕн çарпуçĕпе Фихолпа пĕрле тăнă та Филистимсен çĕрне каялла таврăннă.
(33) [Авраам] Вирсавияра ката лартса тухнă, унта вăл Çÿлхуçанăн, ĕмĕрхи Туррăн, ятне асăнса чĕннĕ.

(34) Ютран пынă çын пулса, Авраам Филистимсен çĕрĕнче нумай вăхăт пурăннă.