Пултарни 26

26

(1) Авраам пурăннă чухне пулнă выçлăхсăр пуçне çак çĕрте каллех выçлăх пулнă; Исаак Авимелех патне, Филисти патши патне, Герара кайнă.
(2) Çÿлхуçа ăна курăнса каланă: Египета ан кай; Эпĕ сана кăтартас çĕрте пурăн,
(3) çак çĕр тăрăх çÿре, Эпĕ санпа пĕрле пулăп, сана пиллĕп, çак çĕрсене пĕтĕмпех сана тата санăн йăхна парăп, Авраама, санăн аçуна, [Хам] тупа туса каланине вырăна килтерĕп;
(4)
(5) Авраам [санăн аçу] Манăн сăмахăма итленĕшĕн, Эпĕ мĕн тума каланине тунăшăн — Эпĕ хушнине, Манăн йĕркесене, Манăн саккунсене туса тăнăшăн — санăн йăхна тÿпери çăлтăр пек йышлă тăвăп, çак çĕрсене пурне те санăн йăхна парăп; çĕр çинчи пур халăх та санăн вăрлăху урлă пиллĕхлĕ пулĕ, тенĕ.
(6) Исаак Герара пырса вырăнаçнă.
(7) Çав вырăнти çынсем унăн арăмĕ [Ревекка] çинчен ыйтнă, вăл вĕсене: ку манăн йăмăкăм, тенĕ, мĕншĕн тесессĕн «ку манăн арăм» теме хăранă: вăл «Ревекка питех те илемлĕ пулнăран çак çĕрти çынсем мана уншăн ан вĕлерччĕр» тесе шухăшланă.
(8) Вăл унта пурăнни чылай вăхăт иртсессĕн, Авимелех — Филисти патши — чÿречерен пăхнă та Исаак Ревеккăпа, хăйĕн арăмĕпе, вылянине курнă.
(9) Вара Авимелех Исаака чĕнтерсе илсе каланă: акă ку санăн арăмуçке; еплеха эсĕ: вăл манăн йăмăк пулать, терĕн? тенĕ. Исаак ăна каланă: эпĕ манăн ун пирки вилес марччĕ тесе шухăшларăм, тенĕ.
(10) Авимелех [ăна] каланă: эсĕ капла пире мĕн турăн? [манăн] çынсенчен пĕри санăн арăмупа кăшт анчах хутшăнман, эсĕ пире çылăха кĕртеттĕн, тенĕ.
(11) Вара Авимелех пĕтĕм халăхне хытарса каланă: кам та кам çак çынна тата унăн арăмне тĕкĕнет, ăна вĕлерме тытса парĕç, тенĕ.
(12) Исаак çав çĕрте тырă акнă, çав çулхине çĕр хут нумайрах урпа пухса илнĕ: ăна Çÿлхуçа çапла пилленĕ.
(13) Çак çын асла тухнă, вăл, ытларан ытла çĕкленсе, питех те асла тухса кайнă.
(14) Унăн вак выльăх кĕтĕвĕсем те, шултăра выльăх кĕтĕвĕсем те пулнă, темĕн чухлĕ ана пулнă, Филистимсем ăна ăмсана пуçланă.
(15) Унăн ашшĕ Авраам пурăннă чухне ашшĕн чурисем алтнă пусăсене пĕтĕмпех Филистимсем ишсе, тăпра ярса хупласа лартнă.
(16) Авимелех Исаака каланă: пирĕн патăмăртан кай, эсĕ пирĕнтен чылай вăйлăрах пулса кайрăн, тенĕ.
(17) Вара Исаак унтан кайнă, Герар айлăмне çитсе, чатăрсем карса лартса, çавăнта вырăнаçнă.
(18) Хăйĕн ашшĕ Авраам пурăннă чухне алтнă пусăсене — [хăйĕн ашшĕ] Авраам вилсессĕн Филистимсем ишсехупласа лартнă пусăсене — Исаак çĕнĕрен чавса уçнă; вĕсене хăйĕн ашшĕ [Авраам] панă ятсенех парса тухнă.
(19) Исаак чурисем айлăмра [Герар айлăмĕнче] алтнă та унта чĕрĕ шывлă пусă чавса кăларнă.
(20) Герар кĕтÿçисемпе Исаак кĕтÿçисем: ку пирĕн шыв, тесе тавлашнă. Çапла тавлашнăран Исаак çак пусса Есек тесе ят панă.
(21) [Исаак унтан тапранса кайсассăн,] тепĕр пусă алтса кăларнă; ун пирки те çаплах тавлашнă; вăл ăна
(Ситна тесе ят панă.
(22) Вăл кунтан тапранса кайнă та урăх пусă алтнă, кун пирки тавлашман вара; ăна Реховоф ят панă, вăл: халĕ Çÿлхуçамăр пире ирĕк вырăн пачĕ, эпир çĕр çинче ĕрчĕпĕр, тенĕ.
(23) Кунтан вăл Вирсавияна куçнă.
(24) Çав каçхине ăна Çÿлхуçа курăнса каланă: Эпĕ — Авраамăн, санăн аçун, Турри; ан хăра, Эпĕ санпала пĕрле; сана пиллĕп, санăн йăхна йышлăлантарăп, çакна [санăн аçушăн] Авраамшăн, Хамăн чурамшăн, тăвăп, тенĕ.
(25) Вăл вара унта парне вырăнĕ тунă та Çÿлхуçа ятне асăнса чĕннĕ. Вăл унта чатăр карса лартнă, Исаак чурисем унта [Герар айлăмĕнче] пусă алтса кăларнă.
(26) Ун патне Герартан Авимелех хăйĕн тусĕпе Ахузафпа тата хăйĕн çарпуçĕпе Фихолпа пĕрле пынă.
(27) Исаак вĕсене каланă: эсир мана курайми пулса хăвăр патăртан хăваласа янă хыççăн ман патăма мĕншĕн килтĕр тата? тенĕ.
(28) Вĕсем каланă: Çÿлхуçа санпа пĕрле пулнине эпир уççăнах куртăмăр, çавăнпа эпир санпа хамăр хушшăмăрта тупа тăвас, санпа пĕр канашлă пулма сăмах татас терĕмĕр,
(29) эпир сана тивмесĕр, саншăн ыррине анчах туса тăрса, кăмăллăн ăсатса янă пек, эсĕ те пире усал ан тутăрччĕ терĕмĕр; халĕ сана Çÿлхуçа пиллĕхлĕ турĕ, тенĕ.
(30) Исаак вĕсемшĕн ĕçкĕçикĕ тунă, вĕсем ĕçнĕ, çинĕ.
(31) Ирхине ирех тăнă та пĕрнепĕри тупа тунă; вара Исаак вĕсене ăсатса янă, вĕсем ун патĕнчен кăмăллăн тухса кайнă.
(32) Çав кунах Исаак чурисем пырса ăна хăйсем алтакан пусă çинчен хыпар тунă, вĕсем ăна: эпир шыв тупрăмăр, тенĕ.
(33) Çав пусса вăл Шива тесе ят панă. Çавăнпа çав хула ку таранчченех Беэр-Шива [Вирсавия] ятлă.
(34) Исав хĕрĕх çулта пулнă, вăл хăй валли Иегудифăна хет çыннин Беэрăн хĕрне — тата Васемафăна хет çыннин Елонăн хĕрне — качча илнĕ.

(35) Вĕсем иккĕшĕ те Исаакпа Ревеккăна килĕшмен.