Пултарни 29

29

(1) Иаков тăнă та тухăç ывăлĕсен çĕрне [Лаван патне — арамей çыннин Вафуилăн ывăлĕ, Иаковпа Исав амăшĕн Ревеккăн пиччĕшĕ патне] тухса кайнă.
(2) Вăл курах кайнă: акă хир варринче пусă, унта ун тавра виçĕ кĕтÿ вак выльăх выртать, мĕншĕн тесессĕн кĕтÿсене çав пусăран шăварнă. Пусă çăварне пысăк чулпа хупланă пулнă.
(3) Пусă çăварне хупласа тăракан чула мĕнпур кĕтÿ пухăнсассăн çеç йăвантарса яма юранă, сурăхсене çавăн чухне çеç шăварнă; унтан пусă çăварне каллех чулпа хупласа хунă.
(4) Иаков вĕсене [кĕтÿçĕсене]: тăванăмсем! эсир ăçтисем? тенĕ. Вĕсем: эпир Харранран, тенĕ.
(5) Вăл вĕсене каланă: эсир Лавана, Нахор ывăлне, пĕлетĕри? тенĕ. Вĕсем: пĕлетпĕр, тенĕ.
(6) Вăл вĕсене татах каланă: вăл сывă пурăнатьи? тенĕ. Вĕсем: сывă пурăнать; авă Рахиль, унăн хĕрĕ, сурăхсемпе килет, тенĕ.
(7) [Иаков] каланă: акă каç пуласси часах марха; выльăхсене пухма вăхăт çитменха; сурăхăрсене шăварăр та кайăр, кĕтсе çÿрĕр, тенĕ.
(8) Вĕсем каланă: мĕнпур кĕтÿ пуçтарăнса çитмесĕр, пусă çăварĕнчи чула йăвантарса ямасăр каяймастпăр; сурăхсене эпир çавăн чухне шăваратпăр, тенĕ.
(9) Иаков вĕсемпе калаçса тăнă хушăра ашшĕн вак выльăхĕпе Рахиль [Лаван хĕрĕ] пырса çитнĕ; вăл [ашшĕн вак выльăхне] кĕтсе çÿренĕ.
(10) Рахиле — Лаван хĕрне, амăш пиччĕшĕн хĕрне — тата Лаванăн, амăш пиччĕшĕн, сурăхĕсене курсассăн, Иаков пусă патне пынă та, ун çăварне хупланă чула йăвантарса ярса, Лаванăн, амăш пиччĕшĕн, сурăхĕсене ĕçтерсе тухнă.
(11) Унтан Иаков Рахиле чуптунă та сасăпах йĕрсе янă.
(12) Иаков Рахиле хăй унăн ашшĕн тăванĕ иккенне, Ревекка ывăлĕ иккенне каласа панă. Рахиль килне чупса кайнă та [çакна пĕтĕмпех] ашшĕне каласа кăтартнă.
(13) Лаван, Иаков çинчен — хăй йăмăкĕн ывăлĕ çинчен — илтсессĕн, ăна хирĕç
(чупса тухнă, ăна ыталаса илнĕ, чуптунă, унтан ăна хăй килне илсе кĕнĕ; вăл Лавана çакна пĕтĕмпех каласа панă.
(14) Лаван ăна: чăнах, эсĕ манăн шăммăм, манăн ÿтĕм, тенĕ. Вара Иаков ун патĕнче уйăхĕпех пурăннă.
(15) Лаван Иакова каланă: манăн тăванăм тесе эсĕ маншăн ахалех ĕçлесе тăрăни? кала мана, сана мĕн тÿлес? тенĕ.
(16) Лаванăн икĕ хĕр пулнă: асли Лия ятлă, кĕçĕнни Рахиль ятлă пулнă.
(17) Лийăн куçĕ витĕрех мар пулнă, Рахилĕн вара пĕвĕсийĕ те илемлĕ, сăнĕпичĕ те илемлĕ пулнă.
(18) Иаков Рахиле юратнă, вăл: Рахильшĕн, кĕçĕн хĕрÿшĕн, эпĕ сана çичĕ çул ĕçлесе тăрăп, тенĕ.
(19) Лаван [ăна] каланă: кама та пулин урăххине париччен манăн ăна сана парсассăн авантарах пулĕ; ман патăмра пурăн, тенĕ.
(20) Иаков вара Рахильшĕн çичĕ çул ĕçлесе пурăннă; ăна юратнипе уншăн çичĕ çул темиçе кун пек анчах туйăннă.
(21) Вара Иаков Лавана каланă: манăн арăмăма пар, манăн ун патне кĕме вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, тенĕ.
(22) Лаван çав таврари çынсене пурне те чĕнсе пухнă та ĕçкĕçикĕ тунă.
(23) Каçхине [Лаван] ун патне хăйĕн хĕрне Лийăна илсе кĕнĕ; [Иаков] ун патне кĕнĕ.
(24) Тарçă ĕçне туса тăмашкăн хăйĕн Зелфа ятлă хăрхăмне Лаван хăйĕн хĕрне Лийăна панă.
(25) Ирхине ку Лия иккенни курăннă. [Иаков] Лавана каланă: эсĕ капла мана мĕн турăн? эпĕ сан патăнта Рахильшĕн ĕçлемерĕми вара? мĕншĕн эсĕ мана улталарăн? тенĕ.
(26) Лаван каланă: пирĕн енче апла тумаççĕ: кĕçĕннине аслинчен малтан качча памаççĕ;
(27) ĕнтĕ çакăн эрнине вĕçле те, вара сана теприне те парăпăр, уншăн эсĕ ман патăмра тата çичĕ çул ĕçлесе тăрăн, тенĕ.
(28) Иаков вара çапла тунă. Аслийĕн эрнине вĕçлесессĕн, Лаван ăна Рахиле, кĕçĕн хĕрне, качча панă.
(29) Тарçă ĕçне туса тăмашкăн хăйĕн Валла ятлă хăрхăмне Лаван хăйĕн хĕрне Рахиле панă.
(30) [Иаков] Рахиль патне те кĕнĕ, Рахиле вăл Лийă
(ран ытларах юратнă; çапла Лаван патĕнче тата çичĕ çул ĕçленĕ.
(31) Лийăна юратманнине Çÿлхуçа [Турă] курнă, çавăнпа унăн варне ĕрчевлĕ тунă, Рахиль вара тип варлă пулнă.
(32) Лия, йывăр çын пулса, [Иакова] ывăл ача çуратса панă, ăна Рувим ятлă хунă, мĕншĕн тесессĕн Лия каланă: манăн хурлăхăм çине Çÿлхуçамăр хĕрхенсе пăхрĕ те [мана ывăл ача пачĕ], халĕ ĕнтĕ мана упăшкам юратĕ, тенĕ.
(33) [Лия] каллех йывăр çын пулса [Иакова иккĕмĕш] ывăл çуратса панă та каланă: мана юратманнине Çÿлхуçамăр илтрĕ, çавăнпа мана кăна та пачĕ, тенĕ. Ана вăл Симеон ятлă хунă.
(34) Татах йывăр çын пулса ывăл çуратнă та каланă: халĕ ĕнтĕ упăшкам ман çума çыпçăнĕ, эпĕ ăна виçĕ ывăл çуратса патăм, тенĕ. Çавăнпа вăл ăна Левий ятлă хунă.

(35) Татах та йывăр çын пулса ывăл çуратнă та каланă: халĕ ĕнтĕ эпĕ Çÿлхуçамăра мухтăп, тенĕ. Çавăнпа вăл ăна Иуда ятлă хунă. Вара çуратма пăрахнă.