Пултарни 31

31

(1) Лаван ывăлĕсем: пирĕн аттенĕн мĕн пуррине пурне те Иаков ярса илчĕ, çак пурлăхне пĕтĕмпех пирĕн атте мулĕнчен пуçтарса турĕ, тенĕ. [Иаков] çак сăмахсене илтнĕ.
(2) Иаков Лаванăн сăнне курнă та — акă вăл уншăн ĕнерхи пек, виçĕмкунхи пек мар.
(3) Çÿлхуçа Иакова каланă: аçусен çĕрне, хăв çуралнă çĕршыва, таврăн; Эпĕ санпала пĕрле пулăп, тенĕ.
(4) Иаков Рахильпе Лийăна хире, хăйĕн вак выльăхĕсен кĕтĕвĕ патне, чĕнтерсе илнĕ те
(5) вĕсене каланă: эпĕ сирĕн аçăр сăнне куратăп та, вăл маншăн ĕнерхи пек, виçĕмкунхи пек мар; анчах ман аттемĕн Турри манпа пĕрле пулчĕ;
(6) эпĕ сирĕн аçăршăн мĕнпур вăйăмпа ĕçлесе тăнине эсир хăвăрах пĕлетĕр,
(7) сирĕн аçăр вара мана улталаса пурăнчĕ, мана парассине вунă хут та улăштарса пăхрĕ; анчах Турă ăна мана усал тума памарĕ.
(8) Вăл мана чăпар выльăх сана парне пулĕ тесессĕн, пур выльăх та чăпар пăранлама пуçларĕ. Вăл мана улисем сана парне пулĕç тесессĕн, пур выльăх та ула пăранлама пуçларĕ.
(9) Турă сирĕн аçăртан [мĕнпур] выльăхчĕрлĕхне туртса илсе [ăна] мана пачĕ.
(10) Пĕрре, выльăхсем йăхнă вăхăтра, эпĕ тĕлĕкре акă мĕн куртăм: выльăхсем çине [качакасемпе сурăхсем çине] сикекен качака такисем [тата сурăх такисем] ула, чăпар, хушка.
(11) Турă Ангелĕ мана тĕлĕкре: Иаков! терĕ. Эпĕ: кунтах эпĕ, терĕм.
(12) Вăл каларĕ: пуçна çĕклесе пăхха: выльăхсем çине [качакасемпе сурăхсем çине] сикекен качака такисем [тата сурăх такисем] пурте ула, чăпар, хушка, мĕншĕн тесессĕн Лаван сана мĕн тунине эпĕ пурне те куратăп;
(13) Эпĕ [сана] Вефильре [курăннă] Турă, эсĕ унта палăк çине çу юхтартăн, эсĕ унта Мана сăмах патăн; халĕ ĕнтĕ тăр та çак çĕртен тух, хăвăн çуралнă çĕршывна таврăн, [Эпĕ санпала пĕрле пулăп,] терĕ, тенĕ.
(14) Рахильпе Лия ăна хуравласа каланă: аттемĕр килĕнче пире пай, еткер пури тата?
(15) пире вăл ют вырăнне хумасть-и-ха? вăл пире сутрĕ, пирĕн кĕмĕле те çисе ячĕ;
(16) çавăнпа ĕнтĕ Турă пирĕн аттерен туртса илнĕ пĕтĕм пурлăх [тата мул] — пирĕн, пирĕн ачасенĕн; çапла ĕнтĕ Турă хăвна мĕн каланине пурне те ту, тенĕ.
(17) Иаков вара хăйĕн ачисене, арăмĕсене тĕвесем çине лартнă,
(18) хăйĕн ашшĕ Исаак патне Ханаан çĕрне тухса кайнă чухне вăл хăйĕн мĕнпур выльăхчĕрлĕхне, хăй пуçтарнă мĕнпур пурлăхне, Месопотамире ĕçлесе илнĕ выльăхчĕрлĕхне, [хăйĕн мĕн пуррине йăлтах] хăйпе пĕрле илсе тухнă.
(19) Лаван хăй выльăхĕн çăмне касма кайсассăн, Рахиль хăйĕн ашшĕн йĕрĕхĕсене вăрласа тухнă.
(20) Хăй тухса кайнине пĕлтермесĕр Иаков арамей çыннин Лаванăн чĕрине хавшатса хăварнă.
(21) Вăл хăйĕн мĕн пуррине пĕтĕмпе илсе тухса кайнă; вăл, шыв урлă каçса, Галаад тăвĕ патнелле кайнă.
(22) Виççĕмĕш кунне [арамей çыннине] Лавана Иаков тухса кайни çинчен каласа панă.
(23) Вара Лаван хăйпе пĕрле [ывăлĕсене тата] хурăнташĕсене илнĕ те ун хыççăн çичĕ кун хăваланă, ăна Галаад тăвĕ çинче хăваласа çитнĕ.
(24) Арамей çыннине Лавана çĕрле тĕлĕкре Турă курăннă та ăна каланă: сыхлан, Иакова ырă та, усал та ан кала, тенĕ.
(25) Лаван Иакова хăваласа çитнĕ; Иаков хăйĕн чатăрне ту çине карса лартнă пулнă, Лаван та хăйĕн йăхташĕсемпе Галаад
(тăвĕ çине карса лартнă.
(26) Лаван Иакова каланă: мĕн турăн эсĕ? мĕншĕн мана улталарăн, манăн хĕрĕмсене кăралпа тыткăна илнĕ çынсене илсе кайнă пек илсе кайрăн?
(27) мĕншĕн эсĕ вăрттăн тухса тартăн, манран пытантăн, мана каламарăн? эпĕ сана савăнăçлăн, юрă юрласа, тÿнкĕр çапса, кĕсле каласа ăсатнă пулăттăм;
(28) эсĕ мана хамăн мăнукăмсемпе хĕрĕмсене чуптума та памарăн; эсĕ ăссăр хăтлантăн.
(29) Аллăмра сире усал тумалăх вăйăмхалăм пур, анчах сирĕн аçăр Турри ĕнер манпала калаçнă чухне каларĕ: сыхлан, Иакова ырă та, усал та ан кала, терĕ.
(30) Эсĕ кайнах пултăрччĕ, мĕншĕн тесессĕн аçу килне санăн чăтма çук каяссу килетчĕ,— мĕншĕнха эсĕ манăн турăсене вăрларăн? тенĕ.
(31) Иаков Лавана хуравласа каланă: эпĕ хăрарăм, вăл манран хăйĕн хĕрĕсене [тата манăн мĕн пуррине] туртса ан илтĕрччĕ терĕм, тенĕ.
(32) [Иаков тата каланă:] туррусене камра тупăн, вăл чĕрĕ юлаймĕ; хамăр хурăнташсем умĕнче пăхса тух, ман патăмра [санăнни] мĕн те пулин тупăнсассăн, илсе каях ăна, тенĕ. [Анчах вăл унран нимĕн те пĕлеймен.] Вĕсене [хăйĕн арăмĕ] Рахиль вăрланине Иаков пĕлмен.
(33) Лаван Иаков чатăрне те, Лия чатăрне те, икĕ хăрхăм чатăрĕсене те кĕрсе пăхнă, [ухтарнă,] анчах тупайман. Лия чатăрĕнчен тухсассăн, Рахиль чатăрне кĕнĕ.
(34) Рахиль вара йĕрĕхсене тĕве йĕнерĕ айне пытарса хунă та хăй вĕсем çине улăхса ларнă. Лаван пĕтĕм чатăрне ухтарса тухнă, анчах тупайман.
(35) Рахиль хăйĕн ашшĕне каланă: эпĕ сан умăнта ура çине тăманшăн манăн хуçам ан çиллентĕр, мана хĕрарăма пулаканни пулнă, тенĕ. [Лаван пĕтĕм чатăра] ухтарса тухнă, анчах йĕрĕхĕсене тупайман.
(36) Иаков çилленсе çитнĕ те Лаванпа тавлаша пуçланă. Иаков калаçма тытăннă та Лавана каланă: манăн мĕн айăп пур, мĕн çылăх пур — мĕншĕн мана хыçран хăвалатăн?
(37) эсĕ [манăн килте] манăн пур япалана та тустарса тухрăн, хăвăн килÿн
(ти япаласенчен мĕн те пулин тупрăни? çакăнта манăн хурăнташăмсемпе хăвăн хурăнташусем умĕнче кăтарт; иксĕмĕр хушшăмăра вĕсем татса паччăр.
(38) Акă эпĕ сан патăнта çирĕм çул пурăнтăм; санăн сурăхусемпе качакусем пăран пăрахмарĕç; эпĕ санăн кĕтĕвÿнти такасене пусса çимерĕм;
(39) тискер кайăк çурса пăрахнине сан патна илсе пымарăм, вăл сиенĕ ĕнтĕ ман çие пулатчĕ; кăнтăрла мĕн çухалнине те, çĕрле мĕн çухалнине те эсĕ манран шыраса илеттĕн;
(40) кăнтăрла шăрăхпа, çĕрле сивĕпе асапланаттăм; ыйăхăм вĕçнипе куç хупмастăм.
(41) Санăн çуртунта манăн çирĕм çул çапла иртрĕ. Икĕ хĕрÿшĕн эпĕ сана вунтăватă çул ĕçлесе тăтăм, санăн выльăхушăн ултă çул ĕçлерĕм; эсĕ мана парассине вунă хут та улăштарса пăхрăн.
(42) Манпала пĕрле аттемĕн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассăн тата Исаак Сехри пулман пулсассăн, эсĕ мана нимĕнсĕр кăларса яраттăн. Манăн асапăмсене, манăн аллăм тунă ĕçе Турă курчĕ те ĕнер манăн хута кĕчĕ, тенĕ.
(43) Лаван Иакова хуравласа каланă: хĕрсем — манăн хĕрĕмсем; ачасем — манăн ачамсем; выльăхĕ — манăн выльăх; эсĕ мĕн кураканни пĕтĕмпех манăн: халĕ хамăн хĕрĕмсене, вĕсем çуратнă ачисене мĕн те пулин тума пултараятăпи?
(44) Халĕ ĕнтĕ санпа иксĕмĕр килĕшÿ тăвар, санпа манăн хушшăмăрти кÿнтелен çакă пулĕ, тенĕ. [Çавăн чухне Иаков ăна каланă: акă пирĕнпе пĕрле никам та çук; асту, санпа манăн хушшăмăрти кÿнтелен — Турă, тенĕ.]
(45) Иаков чул илнĕ те ăна палăк туса тăратса лартнă.
(46) Иаков хăйĕн хурăнташĕсене: чул пухăр, тенĕ. Вĕсем чул пуçтарса сăрт туса хунă, çавăнта, чул сăрт çинче, [ĕçнĕ те,] çинĕ те. [Лаван ăна каланă: манпа сан хушшăмăрта паян çак сăрт кÿнтелен пулчĕ, тенĕ.]
(47) Лаван çав сăрта ИегарСаГадуфа ят панă; Иаков вара ăна Галаад тенĕ.
(48) Лаван [Иакова] каланă: паянтан çак сăрт [тата хам лартнă палăк] манпа сан хушшăмăрти кÿнтелен пулчĕ,
(тенĕ. Çавăнпа ăна Галаад тесе ят панă та,
(49) тата ăна Мицпа тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн Лаван каланă: эпир пĕрпĕрин куçĕнчен çухалсассăн, сана та, мана та Çÿлхуçа тĕсесе тăтăр;
(50) эсĕ манăн хĕрĕмсене усал тăвас пулсассăн е манăн хĕрĕмсемсĕр пуçне татах арăм илес пулсассăн, асту, пирĕн хушшăмăрта [куракан] çын çук пулсассăн та, манпа сан хушшăмăрта Турă кÿнтелен пулĕ, тенĕ.
(51) Лаван Иакова татах каланă: акă сăрт, акă эпĕ хампа сан хушшăмăра лартнă палăк;
(52) çак сăрт та кÿнтелен, çак палăк та кÿнтелен: усал тăвас шухăшпа эпĕ те сан патна çак сăртран иртмĕп, эсĕ те ман патăма çак сăртран, çак палăкран иртмĕн;
(53) пирĕн хушшăмăрта Авраам Турри, Нахор Турри — вĕсенĕн ашшĕсен Турри — сут тутăр, тенĕ. Иаков хăйĕн ашшĕн Исаакăн Сехрипе тупа тунă.
(54) Иаков вара ту çинче парне выльăхĕ пуснă та хăйĕн хурăнташĕсене çăкăр çиме чĕннĕ; вĕсем çăкăр çинĕ, [ĕçнĕ,] ту çинчех çĕр каçнă.

(55) Лаван ирхине ирех тăнă та хăйĕн мăнукĕсене, хĕрĕсене чуптуса вĕсене пилленĕ. Унтан Лаван каялла кайнă, хăйĕн килне таврăннă.