Пултарни 34

34

(1) Дина — Иаков хĕрĕ, Лия çуратса панăскер — çав çĕрти хĕрсене курма тухнă.
(2) Ăна Сихем — çак çĕр пуçлăхĕн, евей çыннин Емморăн ывăлĕ — курнă та, ăна ярса тытса, ирĕксĕрлесе, унпа выртса çывăрнă.
(3) Унăн чунĕ Иаков хĕрне иленнĕ, Сихем хĕре юратса пăрахнă, вăл хĕр кăмăлне çавăрмалла калаçнă.
(4) Сихем хăйĕн ашшĕне, Еммора, каланă: мана çак хĕре качча илсе пар, тенĕ.
(5) Иаков хăйĕн хĕрне Динăна [Еммор ывăлĕ] чыссăрлани çинчен илтнĕ, анчах ывăлĕсем выльăх кĕтĕвĕпе пĕрле хирте пулнăран вĕсем таврăниччен нимĕн те шарламан.
(6) Еммор, Сихем ашшĕ, Иаковпа калаçма пынă.
(7) Иаков ывăлĕсем хиртен таврăннă, мĕн пулнине илтсессĕн, çак арсем питĕ хурланнă, вĕсен çилли тулса çитнĕ, мĕншĕн тесессĕн Иаков хĕрĕпе çывăрса вăл Израиле мăшкăл кăтартнă, апла тума юраман.
(8) Еммор вĕсемпе калаçа пуçланă, вĕсене каланă: манăн Сихем ывăлăм чунĕпе сирĕн хĕре иленнĕ, ăна Сихема качча парсамăр;
(9) пирĕнпе хурăнташлă пулăр; хăвăр хĕрĕрсене пире парăр, пирĕн хĕрсене [хăвăр ывăлăрсем валли] илĕр;
(10) пирĕнпе пĕрле пурăнăр; çак сирĕн умăрти çĕр [аслă], пурăнăр, ĕçлĕр çакăнта, ăна хăвăр валли илĕр, тенĕ.
(11) Сихемĕ вара хĕрĕн ашшĕпе пиччĕшĕсене каланă: манăн сирĕн кăмăлăра çеç çавăрасчĕ, эсир кирек мĕн ыйтнине те парăттăм;
(12) чи пысăк хулăм, чи хаклă парнесем ыйтăр; кирек мĕн ыйтсассăн та, эпĕ парăп, хĕрĕре анчах мана качча парсамăр, тенĕ.
(13) Иаков ывăлĕсем Сихемпа унăн ашшĕне Еммора чееленсе хуравланă; вĕсем Сихем хăйсен йăмăкне Динăна мăшкăл кăтартнăшăн çапла калаçнă;
(14) [Симеонпа Левий — Дина пиччĕшĕсем, Лия ывăлĕсем —] вĕсене каланă: эпир апла тăваймастпăр, ÿт кастарман çынна хамăр йăмăкăмăра параймастпăр, ку пирĕншĕн мăшкăл шутланать;
(15) эсир пирĕн пек пулсассăн çеç, сирĕн те пур арçыннăр та ÿт кастарсассăн çеç, эпир сирĕнпе тату тума, [сирĕн патăра вырăнаçма] пултаратпăр;
(16) вара хамăр хĕрсене сире качча пара пуçлăпăр, сирĕн хĕрĕрсене хамăр валли илĕпĕр, сирĕнпе пĕрле пурăнăпăр, пĕр халăх пулса тăрăпăр;
(17) эхер те ÿт касас тĕлĕшĕнчен пире итлемесессĕн, эпир хамăр хĕре илетпĕр те кунтан пăрахса каятпăр, тенĕ.
(18) Çак сăмахсем Еммора тата Сихема, Еммор ывăлне, килĕшнĕ.
(19) Каччă çак ĕçе вăраха яман, мĕншĕн тесессĕн вăл Иаков хĕрне юратнă. Ăна хăйне вара ашшĕ килĕнче пуринчен ытларах хисепленĕ.
(20) Емморпа унăн ывăлĕ Сихем хăйсен хули хапхи патне тухнă та, хăйсен хулинчи çынсемпе калаçса, вĕсене каланă:
(21) çак çынсем пирĕнпе тăнăçлă тăраççĕ; ан тив, вĕсем çак çĕр çине вырăнаçчăр та ĕçлесе пурăнччăр; акă вĕсен умĕнчи çĕр аслă. Вĕсен хĕрĕсене хамăр валли качча илĕпĕр, хамăр хĕрсене вĕсене парăпăр.
(22) Анчах та çак çынсем, ÿт кастарнăскерсем, пирĕн пĕтĕм арçын ÿт кастарсассăн çеç пирĕнпе пĕрле пурăнма, пĕр халăх пулма килĕшеççĕ.
(23) Вĕсенĕн кĕтĕвĕсем, вĕсенĕн пурлăхĕ, вĕсенĕн мĕнпур выльăхĕчĕрлĕхĕ пирĕншĕн мари? Вĕсемпе [пĕр çав тĕлĕшрен] анчах килĕшĕпĕр, вара вĕсем пирĕнпе пĕрле пурăнĕç, тенĕ.
(24) Сихем хули хапхинчен тухакансем пурте Емморпа унăн ывăлне Сихема итленĕ; пур арçынна та — çав хула хапхинчен тухакансене пурне те — ÿт касса янă.
(25) Виççĕмĕш кунне, вĕсем чирлесе выртнă чухне, Иаковăн икĕ ывăлĕ — Симеонпа Левий, Дина пиччĕшĕсем — хăйсен хĕçне илнĕ те, хулана хăюллăн пырса кĕрсе, мĕнпур арçыннине вĕлерсе тухнă;
(26) Еммора хăйне те, унăн ывăлне Сихема та хĕçпе касса вĕлернĕ; Динăна Сихем çуртĕнчен илсе тухса кайнă.
(27) Иаков ывăлĕсем ĕнтĕ вĕлернĕ çынсем патне пынă та хăйсен йăмăкне [Динăна] мăшкăл кăтартнăшăн хулине çаратса тухнă.
(28) Вĕсен вак выльăхне, шултăра выльăхне, ашакĕсене, хулара мĕн пуррине, хирте мĕн пуррине пĕтĕмпех,
(29) вĕсен мĕнпур пуянлăхне илсе кайнă; мĕнпур ачине, арăмне тыткăна илсе кайнă, [хулара] мĕн пуррине, килçуртра [мĕн пуррине йăлтах] çаратса тухнă.
(30) Иаков Симеонпа Левие каланă: çак çĕрти çынсене [пурне те], Ханаансемпе ферезейсене, мана курайми туса, эсир мана тарăхтартăр. Манăн çын сахал; вĕсем мана хирĕç пуçтарăнса тухĕç те мана çĕмĕрсе тăкĕç, хама та, манăн йăхăма та тĕппипе пĕтерĕç, тенĕ.

(31) Лешĕсем каланă: пирĕн йăмăкпа аскăн арăмпа хăтланнă пек хăтланма юратьим вара! тенĕ.