Пултарни 35

35

(1) Турă Иакова каланă: тăр та Вефиле кай, çавăнта пурăн, Исавран, хăвăн пиччÿнтен, тарнă чухне хăвна курăннă Турă валли унта парне вырăнĕ туса ларт, тенĕ.
(2) Иаков хăйĕн кил-йышне, хăйпе пĕрле пынă çынсене пурне те каланă: хăвăр аллăрти ют турăсене пăрахăр та тасалăр, тумтирĕре улăштарăр;
(3) тăрар та Вефиле каяр; хĕнасапăм кунĕнче хама илтнĕ, эпĕ çÿренĕ çул çинче манпа пĕрле пулнă [тата мана сыхă усранă] Туррăмшăн парне вырăнĕ тăвăп.
(4) Вара хăйсен аллинчи мĕнпур ют турăсене, хăлхинчи алкисене Иакова панă; Иаков вĕсене Сихем çывăхĕнчи юман айне алтса пытарнă. [Вăл çавна хальхи кунчченех тупмалла мар пытарса хăварнă.]
(5) Вара вĕсем [Сихемран] тапранса кайнă. Таврари хуласем Турăран сехĕрленсе тăнă, çавăнпа вĕсем Иаков ывăлĕсене хăваламан.
(6) Иаков хăй те, унпа пĕрле пулнă пур çын та Ханаан çĕрĕнчи Луз хулине — урăхла каласан, Вефиль текен вырăна — пырса çитнĕ,
(7) вăл унта парне вырăнĕ туса лартнă, вара çак вырăна ЭлВефиль тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн хăйĕн пиччĕшĕнчен [Исавран] тарнă чухне ăна çакăнта Турă курăннă.
(8) Çавăн чухне Девора, Ревеккăна ĕмĕртсе ÿстернĕскер, вилнĕ, ăна Вефильрен анатарах, юман айне, пытарнă, Иаков ăна хÿхлев юманĕ тесе ят хунă.
(9) Месопотамирен таврăнсассăн, Иакова [Лузра] Турă курăннă, ăна пилленĕ,
(10) Турă ăна каланă: санăн яту Иаков; паянтан вара эсĕ Иаков ятлă пулмăн, санăн яту Израиль пулĕ, тенĕ. Ăна вара Израиль тесе ят хунă.
(11) Турă ăна каланă: Эпĕ — Пурне те Пултаракан Турă; ĕрче, йышлăлан; санран халăх пулĕ, темĕн тĕрлĕ халăх тухĕ, санăн варăнтан патшасем çуралĕç;
(12) Авраампа Исаака панă çĕре Эпĕ сана парăп, санран кайран çак çĕре санăн тăхăмна парăп, тенĕ.
(13) Вара Турă ун патĕнчен, унпа калаçнă вырăнтан, çĕкленсе кайнă.
(14) Хăйпе [Турă] калаçнă вырăна Иаков палăк лартса хăварнă, ăна чулран туса лартнă, ун çине эрех юхтарнă, ун çине çу юхтарнă;
(15) хăйпе Турă калаçнă вырăна Иаков Вефиль тесе ят панă.
(16) Вара Вефильрен тухса кайнă. [Вăл хăйĕн чатăрне Гадер пашни хыçне карса лартнă.] Ефрафăна çитмешкĕн тата пĕр хушă юлсассăн, Рахиль ача çуратнă, вăл асаппа çуратнă.
(17) Вăл ача çуратса асапланнă чухне эпи карчăк ăна каланă: ан хăра, санăн ку та ывăл, тенĕ.
(18) Вăл виле пуçланă, чунĕ тухнă чухне вăл ачине Бенони ятлă хунă. Анчах ашшĕ ăна Вениамин тесе ят панă.
(19) Рахиль вилнĕ, ăна Ефрафăна — урăхла каласассăн, Вифлееме — каякан çул хĕррине пытарнă.
(20) Иаков унăн тупăклăхĕ тĕлне палăк лартса хăварнă. Рахиле асăнмалăх лартнă палăк çак кунчченех ларать.
(21) Израиль [унтан] тапранса кайнă та хăйĕн чатăрне Гадер пашни хыçне карса лартнă.
(22) Израиль çав çĕршывра чарăнса тăнă вăхăтра Рувим кайнă та Валлăпа, хăй ашшĕн [Иаковăн] çумарăмĕпе, выртса çывăрнă. Израиль çакăн çинчен илтнĕ [те çавăншăн питĕ кÿреннĕ]. Иаковăн ывăл вуниккĕ пулнă.
(23) Лия ывăлĕсем: Иаковăн малтанхи ывăлĕ Рувим, ун хыçĕнчен Симеон, Левий, Иуда, Иссахар тата Завулон.
(24) Рахиль ывăлĕсем: Иосиф тата Вениамин.
(25) Валлăн, Рахиль тарçин, ывăлĕсем: Дан тата Неффалим.
(26) Зелфăн, Лия тарçин, ывăлĕсем: Гад тата Асир. Çаксем Иаковăн Месопотамире çуралнă ывăлĕсем.
(27) Иаков хăйĕн ашшĕ Исаак патне, [вăл ун чухне сывă пулнă,] КириафАрба теекен вырăна — урăхла каласассăн, ку [Ханаан çĕрĕнчи] Хеврон пулать — Мамре патне, Авраампа Исаак çÿренĕ çĕре çитнĕ.
(28) Исаак пурăннă [кунçул] çĕр сакăрвунă çул пулнă.

(29) Исаак питех те ватăлса, тăраничченех пурăнса çитсе вилнĕ, вилсе канăçлă халăхĕпе пĕрлешнĕ; ăна хăйĕн ывăлĕсем Исавпа Иаков пытарнă.