Пултарни 38

38

(1) Çав вăхăтра Иуда, хăйĕн тăванĕсенчен уйăрăлса, Хира ятлă пĕр Одоллам çынни çывăхне кайса вырăнаçнă.
(2) Иуда унта Шуа ятлă пĕр Ханаан çыннин хĕрне курнă; вăл ăна хăй валли илсе ун патне кĕнĕ.
(3) Арăм йывăр çын пулнă та ывăл ача çуратнă; Иуда ăна Ир ятлă хунă.
(4) Арăм татах йывăр çын пулнă та ывăл ача çуратнă, ăна Онан ятлă хунă.
(5) Тата [виççĕмĕш] ывăл çуратнă, ăна вăл Шела ятлă хунă; ăна çуратнă чухне Иуда Хезивра пулнă.
(6) Иуда хăйĕн малтанхи ывăлĕ Ир валли арăм илсе панă; вăл Фамарь ятлă пулнă.
(7) Ир, Иудăн малтанхи ывăлĕ, Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр çын пулнă, Çÿлхуçа ăна вĕлернĕ.
(8) Иуда вара
(Онана каланă: пиччÿн арăмĕ патне кĕр, унăн пултăрĕ пулнăран ăна качча ил, пиччÿн вăрлăхне пĕтмелле ан ту, тенĕ.
(9) Онан çуралас ача хăйне пулмассине пĕлнĕ, çавăнпа хăйĕн вăрлăхне пиччĕшĕшĕн парас мар тесе, унăн арăмĕ патне кĕнĕ чухне хăйĕн ар вăрлăхне çĕре тăкса кĕнĕ.
(10) Вăл тунă ĕç Çÿлхуçа умĕнче усал ĕç пулнă; Çÿлхуçа ăна та вĕлернĕ.
(11) [Икĕ ывăлĕ вилнĕ хыççăн] Иуда Фамаре, хăйĕн кинне, каланă: Шела ывăлăм ÿссе çитиччен эсĕ хăвăн аçу килĕнче тăлăх арăм пулса пурăн, тенĕ. Вăл [хăй ăшĕнче]: ку та, пиччĕшĕсем пек, ан вилтĕрччĕ, тесе шухăшланă. Фамарь кайнă та хăйĕн ашшĕ килĕнче пурăна пуçланă.
(12) Чылай вăхăт иртнĕ; Шуа хĕрĕ, Иуда арăмĕ, вилнĕ. Лăпланса çитсессĕн, Иуда хăй выльăхĕн çăмне касакансем патне Фамнăна кайнă, унпа пĕрле Хира та — хăйĕн тусĕ, Одоллам çынни — пынă.
(13) Фамаре хыпар тунă: акă санăн хуняçу выльăхĕсен çăмне касма Фамнăна каять, тенĕ.
(14) Вăл хăй çийĕнчи тăлăх арăм тумтирне хывса пăрахнă та, пĕркенчĕк пĕркенсе, Фамнăна каякан çул çинчи Енаим хапхи патне тухса ларнă. Мĕншĕн тесессĕн вăл Шела ÿссе çитнине курнă, анчах ăна ун валли качча илменха.
(15) Иуда ăна курнă та аскăн хĕрарăм вырăнне хунă, мĕншĕн тесессĕн лешĕ питне хупласа ларнă. [Вăл ăна паллайман.]
(16) Иуда ун патне пынă та каланă: эпĕ сан патна кĕрем, тенĕ. Вăл ку хăйĕн кинĕ иккенне пĕлмен. Фамарь: ман патăма кĕрсессĕн, эсĕ мана мĕн парăн? тенĕ.
(17) Иуда каланă: эпĕ [хамăн] кĕтÿрен сан валли качака путекĕ парса ярăп, тенĕ. Фамарь: ăна парса яриччен салук парса хăварăни? тенĕ.
(18) Вăл: сана мĕнле салук парса хăварас? тенĕ. Фамарь каланă: хăвăн пичетлĕ çĕррÿне, пуç çыххине тата аллунти туюна пар, тенĕ. Вăл ăна мĕн ыйтнине панă та ун патне кĕнĕ; Фамарь ĕнтĕ унран йывăр
(çын пулнă.
(19) Унтан кайсассăн, вăл, хăйĕн пĕркенчĕкне хывса пăрахса, каллех тăлăх арăм тумтирне тăхăнса янă.
(20) Шантарса парса хăварнă япалисене арăм аллинчен каялла илме Иуда хăйĕн тусĕнчен, Одоллам çыннинчен, качака путекки парса янă, анчах лешĕ Фамаре тупайман.
(21) Вара çав вырăнти çынсенчен ыйтнă: Енаимра çул хĕрринче ларакан аскăн арăм ăçта? тенĕ. Лешĕсем: кунта аскăн арăм çукчĕ, тенĕ.
(22) Вăл каялла Иуда патне таврăннă та каланă: эпĕ ăна тупаймарăм; унти çынсем те: кунта аскăн арăм çукчĕ, терĕç, тенĕ.
(23) Иуда каланă: эппин, япалисем ун патĕнчех юлччăр, пирĕнтен çын куласси çеç ан пултăр; акă эпĕ çак качака путеккине парса ярсаттăм, анчах эсĕ ăна тупаймарăн, тенĕ.
(24) Виçĕ уйăха яхăн иртсессĕн, Иудăна каланă: санăн Фамарь кинÿ аскăна ернĕ, акă вăл аскăнланса йывăр çын пулнă, тенĕ. Иуда: илсе тухăр ăна, çунтарса яччăр ăна, тенĕ.
(25) Хăйне вĕлерме илсе тухсассăн, вăл хăйĕн хуняшшĕ патне: çак япаласем камăн, эпĕ çавăнтан йывăр çын пултăм, тесе калама çын янă. Тата: çак пичетлĕ çĕрĕ, пуç çыххи, туя камăн? — палла, тенĕ.
(26) Иуда палласа илнĕ те каланă: вăл манран тÿрĕрех, эпĕ ăна хамăн Шела ывăлăма памарăм, тенĕ. Вара унпа урăх хутăшман.
(27) Çуратма пуçласассăн, ун ăшĕнче йĕкĕреш ача пулни палăрнă.
(28) Çуратнă чухне [пĕрин] алли тухнă; эпи карчăкĕ: ку малтан тухрĕ тесе, тытнă та унăн аллине хĕрлĕ çип çыхнă.
(29) Анчах ача хăйĕн аллине каялла илнĕ; акă унăн хăраххи тухнă. Эпи карчăкĕ: епле эсĕ чарака татса тухрăн? тенĕ. Ăна Фарес ятлă хунă.

(30) Унтан аллине хĕрлĕ çип çыхнă шăллĕ тухнă. Ăна Зара ятлă хунă.