Пултарни 4

4

(1) Адам хăйĕн арăмĕпе Евăпа хутшăннă; Ева йывăр çын пулса Каина çуратнă, вăл: эпĕ Çÿлхуçаран çын тупрăм, тенĕ.
(2) Тата унăн шăллĕне, Авеле, çуратнă. Авель — сурăх кĕтекен çын, Каин çĕр ĕçлекен çын пулнă.
(3) Кăштах вăхăт иртсессĕн, Каин Çÿлхуçана çĕр çимĕçĕ парне кÿнĕ,
(4) Авель те хăйĕн кĕтĕвĕнчи малтан çуралнă путексене, чи самăррисене, парне кÿнĕ. Çÿлхуçа Авеле те, унăн парнине те кăмăл тунă,
(5) Каина вара хăйне те, унăн парнине те кăмăл туман. Каин питĕ тарăхнă, пуçне чиксе çÿренĕ.
(6) Çÿлхуçа [Турă] Каина каланă: эсĕ мĕншĕн тарăхрăн? мĕншĕн эсĕ пуçна чикрĕн?
(7) ырă тунă чухне пуçна çĕклеместĕни? ырă тумастăн пулсассăн, алăку умĕнче çылăх выртать; вăл сана хăй патне туртать, анчах эсĕ ăна пăхăнтар, ăна пуçлăх пул, тенĕ.
(8) Каин хăйĕн шăллĕне, Авеле, каланă: [атя хире каяр,] тенĕ. Хире тухсассăн, Каин хăйĕн шăллĕне, Авеле, хирĕç тăрса ăна вĕлернĕ.
(9) Çÿлхуçа [Турă] Каина каланă: Авель шăллу ăçта санăн? тенĕ. Вăл: пĕлместĕп; эпĕ шăллăма хуралçă-им? тенĕ.
(10) [Çÿлхуçа] каланă: мĕн турăн эсĕ? санăн шăллу юнĕн сассийĕ Мана çĕр çинчен кăшкăрса чĕнет;
(11) санăн аллу тăкнă юна, санăн шăллун юнне, çăтнă çĕр халĕ сана ылханчĕ;
(12) эсĕ çĕр ĕçленĕ чухне вăл сана текех хăйĕн вăйне парса тăмĕ, çĕр çинче эсĕ хăваласа янă çын, çапкаланчăк çын пулăн, тенĕ.
(13) Каин Çÿлхуçа [Турра] каланă: ман çине хунă хаса чăтас чăтăмран та пысăкрах:
(14) акă Эсĕ халĕ мана çĕр çинчен хăваласа яратăн, эпĕ Санăн куçу умĕнчен çухалăп, çĕр çинче эпĕ хăваласа янă çын, çапкаланчăк çын пулăп; мана тĕл пулакан кирек кам та мана вĕлерĕ, тенĕ.
(15) Çÿлхуçа [Турă] ăна каланă: кам Каина вĕлерĕ, ăна уншăн çичĕ хут тавăрмалла, тенĕ. Каина тĕл пулса никам та ан вĕлертĕр тесе, Çÿлхуçа [Турă] ăна паллă тунă.
(16) Вара Каин Çÿлхуçа умĕнчен пăрахса кайнă, вăл Эдемран тухăçалла, Нод çĕрне, кайса вырăнаçнă.
(17) Каин хăйĕн арăмĕпе хутшăннă; арăмĕ, йывăр çын пулса, Еноха çуратнă. Каин хула лартнă; хулине ывăлĕн ячĕпе Енох тенĕ.
(18) Енохăн Ирад [Гаидад] çуралнă; Ирадран Мехиаель [Малелеил] çуралнă; Мехиаелĕн Мафусал çуралнă; Мафусалран Ламех çуралнă.
(19) Ламех хăй валли икĕ арăм илнĕ: пĕри Ада ятлă, тепĕри Цилла [Селла] ятлă пулнă.
(20) Ада Иавала çуратнă: вăл кĕтÿ кĕтсе чатăрта пурăнакансенĕн ашшĕ пулнă.
(21) Унăн шăллĕн ячĕ Иувал: вăл пĕтĕм кĕслеçĕсен, шăхлич калакансен ашшĕ пулнă.
(22) Цилла та Тувалкаина [Фовела] çуратнă: вăл пăхăртан тата тимĕртен тĕрлĕ япала туптаса тăвакан ăста пулнă. Тувалкаинăн йăмăкĕ — Ноема.
(23) Ламех хăйĕн арăмĕсене каланă: эй Ада, эй Цилла! итлĕр эпĕ каланине; эй Ламех арăмĕсем! тăнлăр ман сăмахсене: суранăмшăн эпĕ ар пулнă çынна вĕлертĕм, хама амантнăшăн яш ачана вĕлертĕм;
(24) Каиншăн çичĕ хут тавăрас пулсассăн, Ламехшăн çитмĕл çичĕ хут тавăрĕç, тенĕ.
(25) Адам татах хăйĕн арăмĕпе, [Евăпа,] хутшăннă, Ева ывăл ача çуратнă, вăл ăна Сиф ятлă хунă, [вăл каланă:] Каин вĕлернĕ Авель вырăнне Турă мана тепĕр вăрлăх пачĕ, тенĕ.

(26) Сифăн та ывăл ача çуралнă: вăл ăна Енос ятлă хунă; çавăн чухне вара Çÿлхуçа [Турă] ятне асăнса чĕне пуçланă.