Пултарни 44

44

(1) [Иосиф] хăйĕн çурт пуçлăхне хушса каланă: çак çынсенĕн миххисене хăйсем йăтса кайма пултарнă таран тырă тултар, кашнийĕн кĕмĕлне каялла хăйĕн миххине хур,
(2) кĕçĕннийĕн миххине вара хăй илнĕ тырăшăн тÿленĕ кĕмĕлпе пĕрле манăн куркама, кĕмĕл куркама, чиксе хур, тенĕ. Лешĕ Иосиф каласа хунă пекех тунă.
(3) Ирхине, тул çутăлсассăн, ку çынсене хăйсене те, вĕсен ашакĕсене те кăларса янă.
(4) Вĕсем хуларан аякках та каяйман, Иосиф хăйĕн çурт пуçлăхне каланă: кай та хăваласа çит çав çынсене, хăваласа çитсессĕн кала вĕсене: мĕншĕн эсир ырăшăн усалпа тавăратăр? [мĕншĕн манăн кĕмĕл куркана вăрларăр?] те.
(5) Ара, ку манăн хуçамăн курки мари? вăл унпа ĕçмести? ун çине пăхса юмламастьи? Эсир капла начар турăр, те, тенĕ.
(6) Лешĕ вĕсене хăваласа çитнĕ те çак сăмаха каланă.
(7) Вĕсем ăна каланă: пирĕн хуçамăр мĕншĕн çапла калатьха? Çук, санăн чурусем ун пек ĕç тăвас çук.
(8) Акă эпир хамăр михĕсенче тупнă кĕмĕле те сана Ханаан çĕрĕнчен каялла илсе килсе патăмăр: еплеха эпир санăн хуçу çуртĕнчен кĕмĕл е ылтăн вăрлама пултарнă?
(9) Хăвăн чурусем хушшинче [курка] камра тупăнĕ, çав çынна вилĕм çиттĕр, эпир те хамăр хуçамăр чурисем пулăпăр, тенĕ.
(10) Вăл каланă: юрĕ; хăвăр епле каларăр, çапла пултăр: [куркана] илекенĕ манăн чура пулĕ, ыттисем айăплă пулмăр, тенĕ. пВĕсем харпăр хăй миххине хăвăртрах çĕре антарса лартнă та уçса хунă.
(12) Вăл вĕсене аслинчен пуçласа кĕçĕннине çитичченех ухтарса тухнă; курка Вениамин миххинче тупăннă.
(13) Вĕсем хăйсен çийĕнчи тумтирĕсене туртса çурнă та, харпăр хăй çĕклемне ашакĕ çине тиесе, каялла хулана таврăннă.
(14) Иудăпа унăн тăванĕсем Иосиф çуртне пынă, Иосиф ун чухне килĕнчех пулнăха, вĕсем ун умне çĕре ÿкнĕ.
(15) Иосиф вĕсене
(каланă: эсир капла мĕн турăр? ман пек çын çакна сисме пултарасса эсир пĕлменимĕн? тенĕ.
(16) Иуда каланă: хамăр хуçамăра пирĕн мĕн каласха? мĕн теесха? мĕнле тÿрре тухасха? Турă санăн чурусен суйине тупрĕ; акă эпир пурсăмăр та, камăн аллинче курка тупнă — çавă та, хамăр хуçамăрăн чури пулатпăр, тенĕ.
(17) Анчах [Иосиф] çапла каланă: çук, эпĕ апла тăвассăм çук; камăн аллинче курка тупăннă, çавă манăн чура пулĕ, эсир лăпланса хăвăр аçăр патне кайăр, тенĕ.
(18) Иуда ун патне çывăха пынă та каланă: эй хуçамăм, хăвăн чуруна хамăн хуçама сăмах калама парсамччĕ, хăвăн чуруна ан çилленсемччĕ: эсĕ фараонпа пĕрехçке.
(19) Манăн хуçамăм хăйĕн чурисенчен: сирĕн аçăр е тăванăр пури? тесе ыйтсаччĕ.
(20) Эпир хамăр хуçамăра каларăмăр: пирĕн ватăлса çитнĕ аттемĕр пур, [унăн] ватăлмалăх кунĕнче çуралнă кĕçĕн ывăлĕ пур, унăн пĕртăванĕ вилчĕ, вăл вара амăшĕнчен пĕчченех тăрса юлчĕ, ашшĕ ăна юратать, терĕмĕр.
(21) Эсĕ хăвăн чурусене каларăн: илсе килĕр ăна ман патăма, курам ăна, терĕн.
(22) Эпир хамăр хуçамăра каларăмăр: ача хăйĕн ашшĕне пĕччен хăвараймасть, вăл ашшĕнчен уйăрăлса кайсассăн, ашшĕ вилет, терĕмĕр.
(23) Анчах эсĕ хăвăн чурусене каларăн: сирĕнпе пĕрле кĕçĕн шăллăр килмесессĕн, эсир урăх манăн куçăм умне ан курăнăр, терĕн.
(24) Эпир, санăн чуру патне, хамăр аттемĕр патне, çитсессĕн, ăна хамăр хуçамăрăн сăмахне каласа патăмăр.
(25) Пирĕн атте: татах кайăр, кăштах тырă илсе килĕр, терĕ.
(26) Эпир каларăмăр: пирĕн кайма юрамасть; пирĕнпе пĕрле кĕçĕн шăллăмăр пырсассăн кайăпăр, мĕншĕн тесессĕн пирĕнпе пĕрле кĕçĕн шăллăмăр пулмасассăн, пирĕн çав çыннăн куçне курăнма юрамасть, терĕмĕр.
(27) Санăн чуру, пирĕн атте, пире каларĕ: эсир манăн арăмăм мана икĕ ывăл çуратса панине пĕлетĕр;
(28) пĕри мана пăрахса кайрĕ, эпĕ: ăна тис
(кер кайăк çурса пăрахрĕ ахăр, терĕм; эпĕ ăна çак таранчченех курмарăм;
(29) кăна та куçăм умĕнчен илсе кайсассăн, ăна пĕрпĕр инкек пулас пулсассăн, эсир мана ватăлмалăх кунăмра хуйхăртсах тупăка кĕртетĕр, терĕ.
(30) Халĕ эпĕ санăн чуру патне, хамăрăн аттемĕр патне, çитсессĕн, унăн чунĕ юратакан ачи пирĕнпе пĕрле пулмасассăн,
(31) вăл ачи çуккине курĕ те вилсе выртĕ; çапла санăн чурусем санăн чуруна, хамăрăн аттемĕре, ватăлмалăх кунĕнче кулянтарса тупăка кĕртĕç.
(32) Çитменнине тата эпĕ, санăн чуру, ачашăн атте умĕнче явап тытма пултăм, эпĕ: ăна сан патна илсе килмесессĕн, [ăна санăн куçу умне тăратмасассăн,] эпĕ аттем умĕнче пĕтĕм кунçулăм тăршшĕпе айăплă пулăп, терĕм.
(33) Çапла ĕнтĕ эпĕ, санăн чуру, ача вырăнне хам хуçамăм чури пулса юлам, ача вара хăйĕн пиччĕшĕсемпе пĕрле кайтăр,
(34) мĕншĕн тесессĕн, ача манпа пĕрле пулмасассăн, эпĕ аттем патне епле каям? апла эпĕ аттеме çитсе çапнă хурлăха курмалла пулатăп, тенĕ.