Пултарни 45

45

(1) Иосиф вара текех чăтса тăрайман, хăй тавра тăракан мĕнпур çын умĕнчех: ман патăмран пурне те кăларса ярăр! тесе кăшкăрса янă. Хăйне тăванĕсене паллаттарнă чухне Иосиф патĕнче никам та пулман.
(2) Вăл уласа йĕрсе янă, çакна Египет çыннисем те илтнĕ, фараон çуртĕнчисем те илтнĕ.
(3) Иосиф хăйĕн тăванĕсене каланă: эпĕ — Иосиф, манăн аттем сывăиха? тенĕ. Анчах тăванĕсем ăна хирĕç нимĕн те чĕнеймен: вĕсем ун умĕнче аванмарланса тăнă.
(4) Вара Иосиф хăйĕн тăванĕсене каланă: ман патăма çывăхарăрха, тенĕ. Вĕсем çывăха пырса тăнă. Вăл каланă: эпĕ — Иосиф, хăвăр Египета сутса янă тăванăр;
(5) анчах халĕ ĕнтĕ ан кулянăр, мана кунта сутса янăшăн ан ÿкĕнĕр: мана Турă сирĕн пурăнăçăра упрама сирĕн умăртан янă;
(6) çĕр çинче икĕ çул выçлăх пырать: тата пилĕк çул [юлать], çак çулсенче су
(халамĕç те, вырмĕç те;
(7) сире çĕр çинчен пĕтерес мар тесе, сирĕн пурăнăçăра тĕлĕнмелле хăтарса хăварас тесе, Турă мана сирĕн умăртан ячĕ.
(8) Çапла, мана кунта эсир яман, Турă янă, Вăл мана фараон ашшĕ туса хучĕ, унăн пĕтĕм килĕçурчĕн пуçлăхĕ турĕ, пĕтĕм Египет çĕрне тытса тăраканĕ турĕ.
(9) Хăвăртрах аттем патне кайăр та калăр ăна: санăн ывăлу Иосиф çапла калать, тейĕр: Турă мана пĕтĕм Египет пуçлăхĕ туса лартрĕ; ман патăма кил, ан вăрахла;
(10) эсĕ Гесем çĕрĕнче пурăнăн; эсĕ те, санăн ывăлусем те, ывăлусен ывăлĕсем те, вак выльăху та, шултăра выльăху та, санăн мĕн пурри йăлтах ман çывăхра пулĕ; исана çавăнта тăрантарса усрăп, мĕншĕн тесессĕн выçлăх тата пилĕк çул пулмалла, эсĕ, санăн кил-йышу, санăн мĕн пурри вара çука юлмĕ, тейĕр.
(12) Çакна сире хам чĕлхеçăварăмпа каланине сирĕн куçăр та, манăн пĕртăванăм Вениамин куçĕ те курать;
(13) аттеме манăн Египетри пĕтĕм чапăм çинчен, хăвăр мĕн курни çинчен пурне те каласа парăр, аттеме хăвăртрах кунта илсе килĕр, тенĕ.
(14) Вăл Вениамина, хăйĕн шăллĕне, мăйĕнчен ыталаса илсе йĕрсе янă; Вениамин та унăн мăйĕнчен уртăнса йĕнĕ.
(15) Вăл хăйĕн пур тăванне те чуптуса тухнă, вĕсене ыталаса йĕнĕ. Унтан тăванĕсем унпа калаçнă.
(16) Иосиф тăванĕсем килни çинчен фараон çуртне те хыпар çитнĕ, фараон хăй те, унăн чурисем те çакăншăн кăмăллă пулнă.
(17) Фараон Иосифа каланă: хăвăн тăванусене кала: эсир акă çапла тăвăр: выльăхăрсем çине [тырă] тийĕр те Ханаан çĕрне кайăр, те;
(18) хăвăр аçăра, килĕрйышăра илĕр те ман патăма тухса килĕр; эпĕ сире Египет çĕрĕнче чи лайăх [вырăн] парăп, эсир паха çĕр çимĕçĕ çисе пурăнăр, те.
(19) Сана тата калама хушатăп: çапла тăвăр: хăвăр ачăрсем валли, хăвăр арăмăрсем валли Египет çĕрĕнчен чаплă урапасем илсе кайăр, аçăра илĕр те кунта
(килĕр;
(20) хăвăр япалăрсене ан хĕрхенĕр, эпĕ сире пĕтĕм Египет çĕрĕнчи чи лайăх япаласене парăп, те, тенĕ.
(21) Израиль ывăлĕсем çапла тунă та. Фараон хушнипе Иосиф вĕсене чаплă урапасем панă, çул çине мĕн кирлине парса янă,
(22) улăштарса тăхăнма пурне те тумтир панă, Вениамина вара виççĕр сикль кĕмĕл тата улăштарса тăхăнма пилĕк тумтир панă;
(23) ашшĕ валли те вунă ашак çине Египет çĕрĕнчи чи лайăх япаласем тиесе янă, ашшĕ валли çула тухмашкăн вунă ама ашак çине тырă, çăкăр тата тĕрлĕ апатçимĕç тиесе янă.
(24) Вара тăванĕсене ăсатса янă, вĕсем кайнă. Вĕсене: çул çинче ан хирĕçĕр, тенĕ.
(25) Вĕсем Египетран тухса кайнă та Иаков патне, хăйсен ашшĕ патне, Ханаан çĕрне пырса çитнĕ,
(26) вара ăна çапла каласа пĕлтернĕ: [санăн ывăлу] Иосиф чĕрĕ, халĕ вăл пĕтĕм Египет çĕрĕнче пуçлăх пулса тăрать, тенĕ. Анчах унăн чĕри вăрка пуçланă, вăл вĕсене ĕненме те пултарайман.
(27) Вĕсем ăна хăйсене Иосиф каласа янă сăмахсене пурне те каласа панă, вăл ĕнтĕ хăйне илсе каймашкăн Иосиф парса янă чаплă урапасене те курнă, вара Иаковăн, вĕсен ашшĕн, чунĕ хĕпĕртесе кайнă,

(28) вара Израиль каланă: [мана ку] çитет ĕнтĕ, Иосиф ывăлăм чĕрĕ иккен-ха; хам виличчен кайса курам ăна, тенĕ.