Пултарни 6

6

(1) Çĕр çинче этемсем ĕрче пуçласассăн, вĕсен хĕрĕсем те çуралсассăн,
(2) Турă ывăлĕсем этем хĕрĕсем илемлине курнă та вĕсене кам хăшне суйланă, çавна хăй валли качча илнĕ.
(3) Çÿлхуçа [Турă] каланă: çак çынсем Манăн Сывлăшăма ĕмĕрех хирĕç тăраймĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем ÿт анчах; вĕсен кунçулĕ çĕр çирĕм çул пултăр, тенĕ.
(4) Çав вăхăтра çĕр çинче улăпсем пулнă, уйрăмах вĕсем Турă ывăлĕсем этем хĕрĕсем патне кĕре пуçласассăн, кусем вĕсем валли ача çурата пуçласассăн нумайланнă: вĕсем паттăр çынсем, мĕн авалтанпах чаплă çынсем пулнă.
(5) Çÿлхуçа [Турă] этемсем çĕр çинче питех те аскăнланса пурăннине курнă, вĕсен пĕтĕм шухăшĕ, чĕринчи пĕтĕм ĕмĕчĕ кирек хăçан та усал пулнă;
(6) çĕр çинче этеме пултарнăшăн Çÿлхуçа ÿкĕннĕ, Хăй ăшĕнче хытă куляннă.
(7) Вара Çÿлхуçа каланă: Хам пултарнă этемсене Эпĕ çĕр çийĕнчен пĕтеретĕп, этемрен пуçласа выльăхчĕрлĕх, çĕленкалта, тÿпери вĕçен кайăк таранах пĕтеретĕп, вĕсене пултарнăшăн Эпĕ ÿкĕнтĕм ĕнтĕ, тенĕ.
(8) Ной вара Çÿлхуçа [Турă] умĕнче тивлетлĕ пулнă.
(9) Акă Нойăн пурăнăçĕ: Ной хăйĕн ăрăвĕнче тÿрĕ çын, айăпсăр çын пулнă; Ной Турă умĕнче çÿренĕ.
(10) Нойăн Сим, Хам тата Иафет ятлă виçĕ ывăл çуралнă.
(11) Ĕнтĕ Турă куçĕ умĕнче çĕр ирсĕрленсе çитнĕ, çĕр усал ĕçпе тулнă.
(12) [Çÿлхуçа] Турă çĕр çине пăхнă та — акă çĕр пĕтĕмпе ирсĕрленнĕ, пурте хăйсен çĕр çинчи çулне пăсса пĕтернĕ.
(13) [Çÿлхуçа] Турă Ноя каланă: пĕтесси çитрĕ, мĕн пурри Манăн умăмра пĕтĕ, мĕншĕн тесессĕн çĕр вĕсенĕн усал ĕçĕсемпе тулса çитрĕ; акă Эпĕ вĕсене çĕр çинчен пĕтерĕп.
(14) Ху валли гофер йывăçĕнчен карап ту; карап ăшĕнче пÿлĕмсем ту, унăн шалашне те, тулашне те сăмалапа сĕрсе тух.
(15) Ăна çапла ту: карапăн тăршшĕ виççĕр чике, сарлакăшĕ аллă чике, çÿллĕшĕ вăтăр чике пултăр.
(16) Карапунта шăтăк туса хăвар, тăррине пĕр чикене çити ансăрлат, карапа кĕме унăн айккине алăк ту; пурăнмашкăн ун ăшĕнче аялти хутне, иккĕмĕш тата виççĕмĕш хутне ту.
(17) Акă Эпĕ ÿтĕнче чĕмĕ пуррине, тÿпе айĕнчине, пурне те пĕтермешкĕн çĕр çине шыв тултарăп; çĕр çинче мĕн пурри йăлтах вилсе пĕтĕ.
(18) Анчах Эпĕ санпала халал хывăп: эсĕ ху та, санăн ывăлусем те, арăму та, ывăлусен арăмĕсем те санпа пĕрле карап ăшне кĕрĕç.
(19) Çавăн пекех карап çине тата [пĕтĕм выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕленкалтана тата] пĕтĕм чĕрчуна пĕрер мăшăр илсе кĕр, вĕсем санпа пĕрле чĕрĕ юлччăр; вĕсем аçаллăамаллă пулччăр.
(20) Санпа пĕрле чĕрĕ юлмашкăн сан патна вĕçен кайăксен кашни ăрăвĕнчен, выльăхчĕрлĕхсен кашни ăрăвĕнчен, çĕр çийĕн шуса çÿрекенсен кашни ăрăвĕнчен аçаллăамаллă пĕрер мăшăр кĕччĕр.
(21) Эсĕ ху валли çиме юрăхлă тĕрлĕ çимĕç ил, ăна хăв патна пухса хур; вăл саншăн та, вĕсемшĕн те апат пулĕ, тенĕ.

(22) Ной пĕтĕмпех тунă: [Çÿлхуçа] Турă ăна мĕнле хушнă, вăл çапла тунă.