Пултарни 7

7

(1) Çÿлхуçа [Турă] Ноя каланă: эсĕ ху та, санăн мĕнпур кил-йышу та карап ăшне кĕрĕр, мĕншĕн тесессĕн çак ăру хушшинче эсĕ Манăн умăмра тÿррине Эпĕ куртăм;
(2) пур таса выльăхран çичшер аçапа çичшер ама, таса мар выльăхран икшер аçапа икшер ама ил;
(3) çавăн пекех тата пĕтĕм çĕр валли йăх упраса хăвармашкăн [таса] вĕçен кайăксенчен çичшер аçапа çичшер ама, [пур таса мар вĕçен кайăкран икшер аçапа икшер ама] ил,
(4) мĕншĕн тесессĕн çичĕ кунран Эпĕ çĕр çине хĕрĕх кун та хĕрĕх каç хушши çумăр тăкăп; Хам мĕн пултарнине пурне те çĕр çинчен пĕтерĕп, тенĕ.
(5) Çÿлхуçа [Турă] хăйне мĕн хушнине Ной пĕтĕмпе тунă.
(6) Çĕр çине шыв тулнă вăхăтра Ной ултçĕр çулта пулнă.
(7) Ной хăй те, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем те, арăмĕ те, ывăлĕсен арăмĕсем те çĕр çине шыв тулас умĕн карап ăшне кĕнĕ.
(8) [Таса вĕçен кайăксем те, таса мар вĕçен кайăксем те,] таса выльăхсем те, таса мар выльăхсем те, [тискер кайăксем те,] çĕр çийĕн шуса çÿрекенсем те
(9) пурте, [Çÿлхуçа] Турă Ноя хушнă пек, Ной патне карап ăшне мăшăрăнмăшăрăн аçаллăамаллă кĕнĕ.
(10) Çичĕ кунран çĕр çине талай çитнĕ.
(11) Ной пурăнăçĕн ултçĕрмĕш çулĕнче, иккĕмĕш уйăхра, çак уйăхăн вунçиччĕмĕш [
(12) 27 ] кунĕнче, шăпах çав кун, аслă тĕпсĕр авăрсен пур çăлĕ те уçăлса кайнă, пĕлĕт чÿречисем те уçăлнă;
(13) вара çĕр çине хĕрĕх кун та хĕрĕх каç çумăр çунă.
(14) Шăп çав кун Ной карап ăшне кĕнĕ; Ной ывăлĕсем те,— Сим, Хам тата Иафет, — Ной арăмĕ те, унăн ывăлĕсен виçĕ арăмĕ те унпа пĕрле кĕнĕ.
(15) Хăйсем те кĕнĕ, вĕсемпе пĕрле ăрăвĕăрăвĕпе çĕр çинчи пур тискер кайăк, ăрăвĕăрăвĕпе пур выльăх, çĕр çинче шуса çÿрекен пур çĕленкалта та ăрăвĕăрăвĕпе, вĕçсе çÿрекенсем, пур вĕçен кайăк, пур çунатлă кайăк та ăрăвĕăрăвĕпе
(16) Ной патне карап ăшне кĕнĕ, ÿтĕнче чĕмĕ пуррисем пурте аçаллăамаллă, мăшăрăнмăшăрăн кĕнĕ;
(17) Ной патне карап ăшне кĕнĕ пур тĕрлĕ чĕрчун, [Çÿлхуçа] Турă Ноя хушнă пек, аçи те, ами те кĕнĕ. Çÿлхуçа [Турă] вĕсем кĕнĕ хыççăн карапа хупса лартнă.
(18) Çĕр çине шыв хĕрĕх кун та хĕрĕх каç тулса пынă, шыв хушăннăçемĕн хушăнса пынă та карапа çÿлелле çĕкленĕ, вăл çĕртен çÿлте пулнă;
(19) çĕр çинче шыв вăйлăлансах пынă, питех те тулса çитнĕ, карап шыв çийĕн ишсе çÿренĕ.
(20) Шыв çĕр çине шутсăр нумай капланса тулнă; пĕтĕм тÿпе айĕнчи çÿллĕ тусене пурне те шыв хупласа илнĕ;
(21) вĕсен тĕлĕнчи шыв вунпилĕк чике чухлĕ хăпарнă, çÿллĕ тусене пурне те шыв хупласа илнĕ.
(22) Çĕр çинче çÿрекен пур чĕрчун та вилсе пĕтнĕ: вçен кайăксем, выльăхчĕрлĕх, çĕр çийĕн шуса çÿрекен пур çĕленкалта, пур çын та вилсе пĕтнĕ;
(23) типĕ çĕрте пурăнăç сывлăшне сăмсапа сывлаканни пурте вилсе пĕтнĕ.
(24) Çĕр çинче пурăнаканнисем пурте пĕтнĕ; этемрен пуçласа выльăхĕчĕрлĕхĕ, çĕленкалти, тÿпе айĕнчи вĕçен кайăкĕ таран — пурте çĕр çинчен пĕтнĕ, Ной çеç, унпа пĕрле карап çинче пулнисем çеç тăрса юлнă.

(25) Шыв çĕр çинче çĕр аллă кун тулса пынă.